Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче ӑшӑ ҫанталӑк вӗҫленчӗ, паян сивӗтрӗ. Кун пирки сайтра иртнӗ эрнерех пӗлтернӗччӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.
Паян ирхине метеостанцири барометрсем 757 мм кӑтартнӑ, каҫ енне тепӗр 10 мм хӑпарма пултарӗ. Ҫавна май артери юн пусӑмӗ пысӑккипе аптӑракансем хӑйсене япӑхрах туяс хӑрушлӑх пур.
Паян пирӗн пата Арктика сывлӑшӗ килнӗ, ҫил те вӑйланнӑ. Ҫил ыран лӑпланӗ. Вара каллех ӑшӑ сывлӑш килме тытӑнӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрласерен 10-15 градус ӑшӑ, уяр пулӗ. Анчах ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк уйӑх вӗҫӗчченех пулӗ. Чӳк уйӑхӗ те ытти чухнехинчен ӑшӑрах килес шанчӑк пур.
