Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти полици участокне 59 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма вилнӗ. Вӑл хӑйӗн Toyota Rav4 машинине сутнӑ та ҫавӑн пеккинех, анчах ҫӗнӗреххине, илме шутланӑ. Мессенджерта вӑл пӗр ушкӑн тупнӑ. Унти ҫынсем ют ҫӗршывсенчен транспорт туянса кунта илсе килеҫҫӗ-мӗн.
Арҫын «менеджерпа» ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кирлӗ даннӑйсене ыйтнӑ, суту-илӳ договорне хатӗрленӗ. Документ ҫинче алӑ пусни те, пичетсем те пулнӑ. Ку суя мар иккенне кӑтартма палламан мар ҫын паспорт копине те янӑ.
Шупашкарти арҫын ӑна шаннӑ, утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче автомобиль илме тесе тумиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе — 2,5 миллион тенкӗрен ытларах. Ку укҫан пӗр пайне вӑл кредит илнӗ. Машинӑна ҫурла уйӑхӗнче кӳрсе килмелле пулнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑтра иномарка ҫитмен. «Сутуҫӑсем» вара ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Арҫын ултав серепине лекнине юпа уйӑхӗнче ҫеҫ ӑнланнӑ. Полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.
