Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗнче «Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ» ятлӑ мероприяти иртнӗ.
Юрий Сементер поэтӑн сӑввинчи йӗркесем Александр Осипов композитора ҫак программӑна хатӗрлеме хавхалантарнӑ. Илемлӗ йӗркесене Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ Владимир Семёнов вуланӑ.
«Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ» ярӑмра чӑваш чӗлхи тӗрлӗ тапхарта епле аталанса пынине кӑтартса панӑ, тӗрӗк тымарӗсене упраса хӑварма пултарнӑ чӑваш халахӗпе мӑнаҫланни сисӗнет иккен.
Мероприятие Владимир Семёнов артистпа пӗрле тимлекен Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑннӑ. Ку йышра театрӑн тӗп режиссёрӗ тата чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Александра Зайцева тата Николай Сергеев пулнӑ.
