Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Хыпар» издательство ҫурчӗн ӗҫченне Ирина Клоементьевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑнна. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Ирина Клементьева – РФ Журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ, Чӑваш енри журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ тата Леонид Ильин ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «издательство ҫурчӗн шеф-редакторӗ Ирина Николаевна – хаҫат ӗҫне чунпа парӑннӑ ҫын. Вӑл кунта 2000 ҫултанпа ӗҫлет: «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат корреспонденчӗ, «Хыпар» хаҫат тишкерӳҫи пулнӑ, 2021 ҫултанпа – шеф-редактор».
Ирина Клементьева Чӑваш патшалах унивреистетӗнчен вӗренсе тухнӑранпах «Хыпарта» ӗҫлет. «Хӑйӗн статйисенче политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, ял аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене ытларах хускатать. Унӑн тӗпчевӗсем тӗрлӗ шайри конкурссенче мала тухаҫҫӗ. Паян вӑл «Хыпар» хаҫат содержани тӗлӗшӗнчен пуян та тулли пултӑр тесе тӑрӑшать. Ӗҫтешӗмӗр ҫакӑн пек пысӑк чыса тивӗҫнӗшӗн эпир, «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ, чунтан савӑнатпӑр», — тенӗ издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев.
