Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Халӗ влаҫ органӗсем, прокуратурӑпа шалти ӗҫсен органӗсем, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсемпе шкулсемпе ача пахчисем, ытти тӗрлӗ предприяти-организаци халӑх тетелӗнче хайӗн пабликӗсемпе каналӗсене тытса пырать. Интереслӗ канала ҫынсем хӑйсемех йышлӑн ҫырӑнаҫҫӗ. Тепӗр каналпа паблика вара тӗрлӗ мелпе илӗртме тивет. Сӑмахран, ҫырӑннисем хушшинче парне тавраш выляттарса.
Чӑваш Енри «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти МАХри хӑйӗн каналне вара СМС-ҫырусем урлӑ пӗлтерет. Ҫак йӗркесен авторӗ патне кун пек ҫыру хальлехе килсе ҫитмен-ха, анчах кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпар авторӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, интернет-ултавҫӑсен саманинче ун пек ҫырусем ярса ларни илемлех мар.
