Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Тӑван Атӑл» редакторӗ пулма ҫирӗплетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.10.2026 14:38 | 44 хут пӑхнӑ
Культура
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улькка Эльмен ҫыравҫӑ «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ пулӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта паян пӗлтернӗ.

Ольга Куликова 1961 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ пулнӑ, «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, район администрацийӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорӗ пулнӑ.

«Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана…», «Сарӑ кӗпе» кӗнекисене нумайӑшӗ вуланӑ-тӑр.

«Ольга Геннадьевнӑн ертӳҫӗ пултарулӑхӗ те питӗ пысӑк. Вӑл паянхи вулакана мӗн кирлине туйнӑран «Тӑван Атӑл» журнала ҫӗнӗ шая ҫӗклесси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев.

#тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #МИХсем, #литература, #журналсем, #культура, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем