Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, инсультпа кӗрешмелли кун шутланать. Ку чир никама та тиркемест: ҫамрӑксене те, аслисене те, арҫынсене те, хӗрарӑмсене те. Инкек пӗр-пӗр самантра килсе ҫапать те пӗтӗм пурнӑҫа тепӗр майлӑ ҫавӑрса хурать. Чи кирли, паллах, профилактика. Юн пусӑмне виҫсе тӑни. Хамӑра сыхлама тӑрӑшни. Анчах сыхласа ҫитереймесен те ҫӗнӗрен тата ҫӗнӗлле пурӑнма вӗренес шанчӑк пур.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстерекен комплекслӑ центрта, ав, социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗ пур. Унта пульницӑри пек тухтӑрсем сиплемеҫҫӗ, паллах. Анчах хускалман шӑм-шака пӗчӗккӗн итлеттерме вӗрентеҫҫӗ. Майӗпен. Ерипен.
Акӑ, сӑмахран, 53 ҫулти Елена Алексеева. Ку уйрӑма вӑл икӗ ҫул каялла пырса ҫӳреме пуҫланӑ. Инсульт вара 15 ҫул каялла пулнӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн алли майӗпен хускалма пуҫланӑ, чӗркуҫҫи те итлет, ури те лайӑхрах утать. «Унчченхи пек мар, васкарах утма пуҫларӗ», — тет иккен центрӑн пай заведующийӗ Марина Васильева.
Асӑннӑ центр хулари Стрелоксен 324-мӗш урамӗнчи 21-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлес тесен +78352512780 телефонпа шӑнкӑравламалла.
