Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Иномарка илес тесе ултавҫӑсене 2 млн ытла куҫарса панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.10.2026 22:28 | 26 хут пӑхнӑ
Хулара
usinsk-r11.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн
usinsk-r11.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын ют ҫӗршывран иномарка туянас тенӗ те шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ.

«Фольксвагенпа» ярӑнасси пулман – вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. 53 ҫулти арҫын кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче мессенджерта Ервопӑран машина илсе килессипе ӗҫлекен ушкӑна тупнӑ. Машинӑсем Раҫҫейринчен чылай йӳнӗ пулни те илӗртнӗ ӗнтӗ ӑна.

Арҫын 2023 ҫулта туса кӑларнӑ «Фольксвагена» туянма палӑртнӑ. Куншӑн 1 миллион та 400 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр пулнӑ. Каҫӑ ҫине пусса вӑл «менеджерпа» ҫыхӑннӑ, лешӗ килӗшӳ тума пуҫланӑ. Автомобиле бронь тума депозит тума ыйтнӑ. Анчах банк операцие пурнӑҫлама хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем ӑна Мускава кайса укҫана почта урлӑ яма хушнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче арҫын Мускава кайса 370 пин тенкӗ куҫарнӑ, координатор каланипе почта ӗҫченне ку тӑван валли тесе суйнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн электронлӑ почтине килӗшӳ килнӗ, машинӑна транспортировкӑна янине каланӑ.

Машина килмелли кун вӑл каллех Мускава кайнӑ. Анчах ӑна машина тытӑнса тӑни пирки пӗлтернӗ. Пӑтӑрмахсем сиксе ан тухччӑр тесе тата укҫа куҫарма хушнӑ. Кайран «сутуҫӑ» тӗрлӗ сӑлтав тупса татах, татах укҫа куҫарттарнӑ. Ҫапла арҫын пӗтӗмпе 2 миллион та 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ку хӑйӗн пухнӑ укҫи пулнӑ.

Таможньӑсене шӑнкӑравласа кун пек вин-номерпе машина ҫуккине пӗлсен кӑна вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. «Менеджер» та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #укҫа-тенкӗ, #ултавҫӑсем, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем