Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫитес эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсемшӗн хушма канмалли кун пулӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунипе ҫыхӑннӑ.
Кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ юнкуна лекет. Ҫавна май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем ҫав кун канӗҫ. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ, пӗр сехет кӗскерех пулӗ.
Сӑмах май, уявпа ҫыхӑннӑ ҫитес канмалли кун Раҫҫейре пурӑнакансене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫенӗ ҫулта, кӑна кӗтет. Шӑпах ун чухне хӗллехи каникул пуҫланӗ. Вӑл 2027 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
