Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Эрнекун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, каҫхине Канаш хулинче ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем «Лада Калина» машинӑна чарнӑ. Салонра 8-мӗш класра вӗренекен 7 ача пулнӑ, водителӗ те – ҫав шутрах.
Полицейскисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водитель ытла ҫамрӑк курӑннӑран машинӑна чарнӑ. Йӑнӑшман вӗсем: руль умӗнче 13 ҫулти арҫын ача ларнӑ. Ҫӳллӗрех курӑнас тесе вӑл ача-пӑча кресли ҫине вырнаҫнӑ.
Малта унӑн тантӑшӗ ларнӑ, хыҫалта вара водительпе пӗр класра вӗренекен 5 хӗр вырнаҫнӑ. Вӗсем хулари парка ярӑнма кайма тухнӑ-мӗн. Ҫамрӑк водитель каникулта ҫапла майпа пӗр класра вӗренекен хӗрсене тӗлӗнтерме шухӑшланӑ иккен.
Машина хуҫин 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Ҫамрӑк водителе вара явап тыттараймӑн – вӑл 13-ре кӑна, административлӑ майпа 16 ҫултан кӑна явап тыттараҫҫӗ.
