Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫейри форумӗ иртнӗ. Мероприятие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче пуҫтарӑннӑ.
Форума ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи педагогсем, ученӑйсем, методистсем тата культура ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев ӑшӑ сӑмах каласа саламланӑ. Вӑл тӑван чӗлхесене аталанма пулӑшасси пирӗн республикӑра пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ. Халӑхсен чӗлхе тата культура эткерлӗхне упраса хӑварассинче учительсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни пирки каланӑ. Педагогсене Элтепер ӗҫшӗн тав тунӑ, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме суннӑ.
Программӑра пленарлӑ лару та пулнӑ. Унта пухӑннисем хальхи вӑхӑтри цифра технологийӗсене ӗҫре усӑ курасси пирки сӑмах хускатнӑ, педагогсене хатӗрлессси пирки калаҫнӑ.
