Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Михаил Ефремова чӑваш хорӗ саламланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 04.12.2013 19:17 | 1488 хут пӑхнӑ
Персона

Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ.

Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ.

«Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер.

#телекӑларӑмсем, #юбилейсем, #Чӗмпӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/67160
 

Комментари:

Agabazar // 7320.5.4448
2013.12.05 07:19
Agabazar
И.Яковлев=>Л.Некрасова=>Е.Некрасова=>А.Покровская=>М.Ефремов

Пытармасăр каласан, М.Ефремов хăйĕн чăваш несĕлĕ çинчен нимех те пĕлмемст. "Чăваш çырулăхне тунă" текелет хушăран. Анчах та ку тĕрĕс мар.
Agabazar // 7320.5.4448
2013.12.05 07:32
Agabazar
Сăмах май каласан, И.Яковлева "Пĕрремĕш букварьпе" çыхăнтарни те тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен ун умĕн Талиев, Элпидин, Золотницкий тата ыттисен те букварĕсем пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем