Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Таса шывпа тивӗҫтермешкӗн 2 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.03.2014 10:23 | 1453 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пушӑн 22-мӗшенче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ видеоконференцире ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков 2014–2015 ҫулсенче «Таса шыв» тӗллевлӗ программӑнпа килӗшӳллӗн 2 миллиард тенкӗлӗх тӗрлӗ проект пурнӑҫланассине пӗлтернӗ. Чи малтанах Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенчи ушкӑн водоводне туса пӗтерӗҫ. Ку 65,9 пин ҫынна, 102 ял-салана таса шывпа тивӗҫтерме май парӗ. Пӑрачкаври, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенчи объектсене ҫӗнетесси те пӗрремӗш вырӑнта.

Министр каланӑ тӑрӑх, 2005–2013 ҫулсенче ҫынсене таса шывпа тивӗҫтермешкӗн 5 миллиард тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ҫак укҫапа 57 ялти объекта хута янӑ, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи шывпа тивӗҫтерекен икӗ тытӑма тунӑ.

Михаил Игнатьев хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене шыв объекчӗсене юсамашкӑн бюджетри мар укҫана илӗртес ӗҫе вӑйлӑлатмаллине каланӑ.

#Канаш, #Ҫӗмерле, #Пӑрачкав, #Комсомольски районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #шыв, #Йӗпреҫ районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Улатӑр районӗ, #Киря

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем