Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.4 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧНК тӗрлӗ тӑрӑхсенчи чӑвашсен тавлашӑвне мирлештересшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.03.2014 13:32 | 1339 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Маларах пӗлтертӗмер ӗнтӗ, ӗнер ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ ыйтусем пӑхса тухрӗҫ. Чи малтанах районсенчи ЧНК вырӑнти уйрӑмӗсен ҫырнӑ Йӗрке-шывне (Положенине) сӳтсе яврӗҫ. Унти хӑш-пӗр кӑлтӑксене палӑртса ӑна пӗтӗмӗшле йышӑнас терӗҫ.

Ҫавӑн пекех тӗрлӗ комитетсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗҫ — кунта эрех-сӑра ӗҫекенсемпе ӗҫленине те, ял уявӗсене ирттерессине те, тӗрлӗ юридици хучӗсене хатӗрлессине те (сӑмах май, ҫӗнӗ Устав хатӗр, ӑна бета-тӗрӗслев тунӑ хыҫҫӑн Президиума ҫитерӗҫ), тата ыттине те.

Ларура кӳршӗллӗ республикӑсенчи наци конгресӗсем епле ӗҫленине пӑхса тухрӗҫ — вӗсем пурте тенӗ пекх хӑйсен республикисен хыснинчен укҫа-тенкӗ илсе тӑраҫҫӗ имӗш. Тухса калаҫакансем — Валерий Клементьев ҫармӑссен опычӗспе паллаштарчӗ, Константин Яковлев пушкӑртсемпе тутарсен опычӗпе — ҫав мелпе кайсан аван пулнине палӑртрӗҫ.

Унсӑр пуҫне «Акатуй» уявне йӗркелесси епле пынине сӳтсе яврӗҫ. Кунта Президиум пайташӗ, вӑлах ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Казаков сӑмах илчӗ.

Конгресс ларӑвӗнче ҫавӑн пекех тӗрлӗ тӑрӑхсенчи чӑвашсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлейменни пирки сӑмах сахал мар пуҫарчӗҫ. Ку енпе Самар тӑрӑхӗпе Пушкӑрт Республики уйрӑлса тӑраҫҫӗ имӗш. Самар тӑрӑхӗнче темиҫе культура пӗрлешӗвӗ пулнипе вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫкелеҫҫӗ имӗш. Пушкӑртра та ҫывӑх вӑхӑтра, акан 18-мӗшӗнче, пуху пулмалла — унта Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен «Исполком Канаш» пӗрлешӗвӗн ертӳҫине — председательне — суйламалла. Хальхи вӑхӑтра вӑл вырӑна Валерий Сидоров йышӑнать. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кандидатсенчен пӗри Юрий Михайлов шутланать. Вӑл ЧНК Президиумне те кӗрет (ӗнер ҫукччӗ вӑл). Ун кандидатурине вырӑнта ытлашшиех йышӑнсах каймаҫҫӗ пулас — лару вӗҫленес умӗн Президиум умӗнче Фёдор Кузьмин («Самана» продюссер центрӗн директорӗ) тухса калаҫрӗ. Суйлав унти чӑвашсене хирӗҫтерсе янӑ пулать, вӑл ЧНК-на ҫав хирӗҫӗве татса пама ыйтрӗ. Сӑмах май, ЧНК хӑйӗн ӗҫне вырӑнти хирӗҫӳсене пӗтерме тӑрӑшассине пӗлтерчӗ — конгреса темиҫе пӗрлешӳпе мар, пӗринпе ҫеҫ ӗҫлеме ҫӑмӑл пулнине каларӗ. Мирлештерес тесе вӑл тӑрӑхсене темиҫе те кайса килнӗ иккен. Ҫавах та Фёдор Кузьмин Пушкӑрта тепре ҫитсе килме ыйтрӗ.

#ЧНК, #чӑвашлӑх, #ӳсӗрсем, #ларусем, #Пушкӑртстан, #Самар облаҫӗ, #кӳршӗре, #Акатуй, #уявсем

 

Комментари:

Игорь Сайман // 4189.78.6058
2014.03.29 12:49
Çитмен пурнăç вăрçтарать.
Серте Унтри // 2654.11.6719
2014.04.30 23:38
ВЫ когда интересы чувашей начнете защищать, заботиться, и наметите перспективы, другими словами выработаете выверенную стратегию на перспективу? Пообщайтесь с народом, спросите что у них наболело, встречайтесь в каждом сельском поселении с людьми. После таких разговоров можно и Ваши концерты посмотреть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем