 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
«Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) интернет-хаҫатра Валерий Туркай Республика Элтеперӗ патне янӑ уҫӑ ҫырӑва пичетленӗ.
Чӑваш халӑх сӑвӑҫи, Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ыртӑвӑмлӑх фончӗн ертӳҫи, Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни Валерий Туркай «Хыпар» хаҫатӑн шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. Уйрӑмах ӑна чӑваш халӑх хаҫатне 23 ҫул хушши пӗр ҫын ертсе пыни, пӗлтӗртенпе пур чӑваш хаҫачӗ те пӗр ҫын аллине лекни (редакцисене пӗрлештернине Валерий Туркай «чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине хирӗҫ тунӑ преступлени» пек хаклать) пӑшӑрхантарать иккен. Хӑш-пӗр авторсене пичетлеменни, издательство холдингӗн ертӳҫи редакци автотранспорчӗпе хӑйне кирлӗ пек уҫа курни — ҫивӗч ыйтусем пулса тӑраҫҫӗ имӗш.
Хӑйӗн ҫырӑвне Валерий Туркай «Тата хӑҫанччен А. Леонтьев «Хыпарпа», чӑвашла тухса тӑракан ытти хаҫат-журналпа хуҫаланать?» текен ыйтупа вӗҫленӗ.
| Migulaj // 8139.4.2696 2014.04.04 17:41 | |
| Ку уçă çыруна Чăваш республика Элтеперĕ патне ют чĕлхепе йышăннине курма пулать. | |
| Agabazar // 3902.42.0012 2014.04.04 17:52 | |
|  | Ыртăвăмлăх фончĕ теес пулать. | 
| Migulaj // 8139.4.2696 2014.04.05 09:34 | |
| Леонтьевпа Андреев чăваш чĕлхине пăсса хучĕç. Эпĕ ун пирки кунта 8 çул каяллах çырнăччĕ. Анчах та мана уншăн кунта питĕ вăйлă тустарнăччĕ. | |
| Migulaj // 8139.4.2696 2014.04.05 12:56 | |
| Тата çав тăмсай-Леонтьев мĕн тăвать чăваш чĕлхин комиссийĕнче? Вĕсем пеккисем Турă панă илемлĕ чăваш чĕлхине пĕтереççĕ. | |
