Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кӗҫех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.
Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.
Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.
Акӑ Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, Юманайри библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. Турханта ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ. Вулавӑш ятарласа педагогсем валли «И.Я.Яковлев — чӑваш чӗлхи педагогӗ» методика материалӗ хатӗрленӗ. Егоркинӑри библиотекӑра ҫамрӑк вулавҫӑсен «Эп чӑваш ачи» конкурс иртӗ.
