Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Пур ҫӗрте те пӗр парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.04.2014 17:11 | 1755 хут пӑхнӑ
Политика

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ.

Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, Комсомольски районӗнчи Шурута Елена Козлова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла Владимир Алексеев, Вӑрмар районӗнчи Кавала Василий Адюков ертсе пырӗҫ.

Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче вара вырӑнти депутата суйланӑ. Халӑх тарҫи пулма кӑмӑл тунисенчен пӗри либерал-демократсен партийӗн членӗ пулнӑ, тепри, Александр Корнилов, — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн». Кам ҫӗнтернине ӑнлантӑр ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чементе вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ. Ун валли Эльвира Медведевана ҫитекен ҫук тесе йышӑннӑ. Пӑрачкав районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулман Василий Новчикова шаннӑ. Шупашкар районӗнче харӑсах икӗ ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ: Лапсарӑнне тата Сарапакассинне. Малтан каланин депутачӗ Владимир Валентинов пулса тӑнӑ, тепринче — Наталия Димитриева. Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхӑш ял тӑрӑхӗн депутатне Наталья Паненкована суйланӑ, унти Тӑванкассинче — Раиса Арюхинӑна, Етӗрне районӗнчи Йӑванскинче — София Плетеновскаяна, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара — Светлана Канжелевана. Юлашкинчен каланӑ районти Депутатсен пухӑвне тата тепӗр ҫынна суйланӑ. Кунта Ираида Васильева кандидатури ҫӗнтернӗ.

#политика, #Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей, #суйлавсем, #депутатсем, #Элӗк районӗ, #Шӗмшевӗш, #Канаш районӗ, #Атнаш, #Комсомольски районӗ, #Шурут, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шуршӑл, #Вӑрмар районӗ, #Кавал, #Шупашкар районӗ, #Ехремкасси, #Лапсар, #Сарапакасси, #Елчӗк районӗ, #Лаш Таяпа

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем