 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ҫамрӑк вокалистсен ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ артистне Виталий Петрова халалланӑ «Ҫурхи тумлам» конкурсӗ иртнӗ. Унта уйрӑм юрӑҫсем, дуэтсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. Вӗсене ӳсӗме кура хакланӑ: 5–9, 10–13 тата 14–17 ҫултисем.
Пӗрремӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире II степень Диплома Руфина Сергеева (Алманч) тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна Ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Даниил Михайлов тухнӑ.
Иккӗмӗш ушкӑнра «Солистсем» номинацире чи маттурри Анастасия Козлова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) пулнӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Никифорова тата Кӗҫӗн Шетмӗри Екатерина Козлова 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Екатерина Алексеевӑпа Екатерина Козлова III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Тепӗр ушкӑнра ҫак номинацирех Юлия Маслова (Кӗҫӗн Шетмӗ), Ксения Кравцева (Красноармейски), Анна Филиппова (Ача-пӑча ӳнер шкулӗн) малти вырӑнсене тивӗҫнӗ.
«Ансамбль» номинацире I степень Дипломпа «Кулӑ» (Ача-пӑча ӳнер шкулӗ) ансамбле чысланӑ. Геннадий Поповпа Валерий Яргонин дуэтне (Чатукасси) II степень Дипломпа хавхалантарнӑ. «Шӑпчӑк» (Кӗҫӗн Шетмӗ) тата «Хӗвел» (Чатукасси) ансамбльсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
