Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» пичете кайрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.05.2014 15:54 | 1518 хут пӑхнӑ
Культура Пулас кӗнекен хуплашки
Пулас кӗнекен хуплашки

«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса эпир пӗлтӗрех кӗнеке кӑларас шухӑшлӑччӗ. Ӑна илемлетме ятарлӑ конкурс та пуҫарнӑччӗ, анчах калӑплав ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑран иртнӗ уйӑхра кӑна хатӗрлесе ҫитерме пултартӑмӑр. «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» ят панӑ кӗнеке ҫак уйӑхӑн 20-мӗш кунӗсенче пичетленсе тухмалла.

Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ. Маларах асӑннӑ конкурсри хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем те унта кӗнӗ. Кӗнекене Ҫырмапуҫӗнчи (Ҫӗрпӳ районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Мӑн Вылӑри (Элӗк районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, Тикашри (Вӑрмар районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Кӗнеке хӑтлавне 20–31-мӗш кунсенче, ачасем канма каиччен, ирттерме планланӑ.

#Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ, #литература, #кӗнекесем, #Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ, #ӑмӑртусем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫырмапуҫ, #Элӗк районӗ, #Мӑн Вылӑ, #Вӑрмар районӗ, #Тикаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем