Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Улӑп-2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 20.05.2014 23:38 | 1896 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Вӑйӑ-конкурс элемӗ
Вӑйӑ-конкурс элемӗ

Ака уйӑхӗн 15–30-мӗшӗсенче (ӑна, хутшӑнакансем ыйтнипе, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсма тиврӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ-картинӑсен галереййи йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп-2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.

Ӑна Культура ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурса пурӗ 70 ытла ача ыйтса ҫырни ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Ачасен ӗҫӗсенчи тӗп ҫитменлӗхсем ҫаксем: факт тата орфографи йӑнӑшӗсем, хуравсене вырӑсла ҫырни (ку вара вӑйӑ конкурс йӗркипе килӗшсе тӑмасть). Кунсӑр пуҫне пӗр пек тата йӗкӗреш хуравсем те пурччӗ (вӑйӑ конкурс ушкӑнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те). Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:

Красноармейски районӗ — 54 ача (Упи шкулӗ — 18, Трак шкулӗ — 14, Красноармейски шкулӗ — 7, Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗ — 3, Чатукасси шкулӗ — 8, Именкасси шкулӗ — 4);

Муркаш районӗ — 4 ача;

Елчӗк районӗ — 4 ача;

Ҫӗрпӳ районӗ — 3 ача;

Комсомольски районӗ — 2 ача;

Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 2 ача;

Тӑвай районӗ — 1 ача;

Шупашкар хули — 1 ача.

Пӗтӗмпе 8 районпа хула хутшӑнчӗ вӑйӑ конкурса. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупма йывӑртарах пулчӗ пулин те, вӑл ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Ачасем чаплӑ юрӑҫа халалласа сӑвӑ та ҫырчӗҫ (Красноармейски шкулӗнчи Надежда Козловӑпа Аня Васильева, Ҫӗрпӳ районӗн Тавӑшкасси шкулӗнчи Анастасия Федорова, Ольга Паневина тата Ольга Андреева). Хӑтлав (презентаци) та тума ӳркенмерӗҫ вӗсем (Елчӗк районӗн Шӑмалак шкулӗнчи Марта Печкова). Чӑннипех маттур вӗсем. Конкурса хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ конкурса хутшӑннӑ май Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейне ҫитсе курма пултарчӗ. Уйрӑмах Упипе Трак шкулӗсем хастар пулчӗҫ. Музей ӗҫченӗсене (В.П.Петровӑна тата В.М.Николаевӑна) уншӑн пысӑк тав!

Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ 23 ачан ӗҫне (хутшӑннисен 30% ытла) тивӗҫлипе хакларӗ. 1-мӗш вырӑна 3 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 7 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 13 ача йышӑнчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе мала тухнисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене Красноармейски район администрацийӗн ларусем ирттермелли пӗчӗк залӗнче кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехетре чыслаҫҫӗ.

#конкурссем, #Красноармейски районӗ, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Культура ҫулталӑкӗ, #Упи, #Красноармейски, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #Чатукасси, #Именкасси, #Муркаш районӗ, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Комсомольски районӗ, #Тавӑшкасси, #Шӑмалак

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 09:43
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тепĕр халăха кӳрентерни
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.21 13:40
Эпĕ мĕнле халăха кӳрентерме пултарнă?
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.22 23:33
Улăпсем мĕскĕнленме пултараççĕ-и вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем