 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
12. Пӑрачкав районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Пӑрачкавра Сӑр юханшывӗ хӗрринче пулать.
13. Вӑрмар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Вӑрмарти тӗп стадионта пулӗ.
14. Шӑмӑршӑ районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Шӑмӑршӑра пулӗ.
15. Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Турхан ялӗнче иртӗ.
16. Етӗрне районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Етӗрнери Пионерсен уйӗнче пулӗ.
17. Елчӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Елчӗкри «Ырзамай» культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
18. Тӑвай районӗнче ҫӗртмен 12-мешӗ, 11:00 сехетре Тӑвайри стадион
19. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 14-мӗшӗнче (Сабантуй) 11:00 сехетре Кармӑшри «Байраш» паркра пулать.
20. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗртмен 14-мӗшӗнче 15:00 сехетре Сӗнтӗрвӑрринчи ача-пӑча тата культура тӳремӗнче пулӗ.
21. Шупашкар районӗнче ҫӗртмен 14-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫурчӗ умӗнче пулӗ.
22. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 11:00 сехетре («Акатуй — Республика кунӗ») Комсомольскинчи район центрӗн тӳремӗнче иртет.
23. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑн 4 е 5-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ҫӗрпӳри ярмӑрккӑ лапамӗнче халах савӑнӗ.
