Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗрпӳ ярмӑркки йыхравлать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.07.2014 16:53 | 1350 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Ҫерпӳ ярмӑркки пулӗ. Пӗрремӗш кунхине Анатри Кипекҫе ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне уҫӗҫ. Ку Ҫӗрпӳ районӗнче – иккӗмӗш ФАП.

17 сехетре тӗрлӗ сӑнар район ҫыннисене, хӑнисене савӑнтарӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн шкултан вӗренсе тухнисене саламлӗҫ. 17.30 сехетре Ярмӑрккӑ лапамӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи 154 выпускник пухӑнӗ, вӗсенчен 32-шне уйрӑм палӑллӑ аттестат парӗҫ. Унтах пулас студентсен картишӗ ӗҫлӗ, республикӑри аслӑ шкулсем хӑйсем пирки каласа кӑтартӗҫ. 18 сехетре «Ташӑ калейдоскопӗ» пулӗ. 19.30 сехетре «Ҫеҫпӗл» ушкӑн юрлӗ. 20.30 сехетре – файер-шоу. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.

Иккӗмӗш кунхине ярмӑрккӑ «Ачалӑх асамат кӗперӗ» ача-пӑча пултарулӑх фестивалӗпе пуҫланӗ. Унтан Акатуй пулӗ. 12 сехетре ултӑ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем утӗҫ. 14.30 сехетре – туслӑх карти. Ҫак кун халӑх ытти мероприятипе те киленме пултарӗ.

Виҫҫӗмӗш кун – фестиваль кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫерпӳ районӗнчи театр ушкӑнӗсен фестивалӗнчен пуҫланӗ. 11 сехетре А.Г.Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа М.Яклашкинӑн академи капелли тата 6 районти ушкӑнсем композитор юррисене шӑрантарӗҫ. 13.30 сехетре Ямаш ялӗнче ҫуралнӑ А.С.Сергеев композиторӑн юррисем янӑрӗҫ. Вӗсене Ҫӗрпӳ, Муркаш, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк районӗсенчи, Мари Элти артистсем юрлӗҫ. 16.30 сехетре чӑваш эстрадин концерчӗ пулӗ. Йӑлана кӗнӗ кӑпӑк ӑшӗнчи ташӑ каҫӗ 21 сехетре пуҫланӗ. Ярмӑрккӑ фейерверкпа вӗҫленӗ. Ярмӑрккӑ утӑн 6-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупӑнӗ.

#Элӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Муркаш районӗ, #Ҫерпӳ районӗ, #Ҫӗрпӳ ярмӑркки, #Мари Эл

 

Комментари:

Migulaj // 5955.7.4537
2014.07.01 20:12
Сăнӳкерчĕкĕ вара мĕн сăлтава пула ют чĕлхепе?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем