Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Пӑлапуҫ Пашьел уявне ют ҫӗршыв делегацийӗсем килнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.07.2014 17:07 | 2021 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Утӑн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗн халӑхӗ уява пухӑннӑ. Кӑҫалхи мероприяти тата вӑйлӑрах иртнӗ. Уява Удмурт Республикинчи, Украинри, Германири делегацисем килнӗ.

Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Олег Мешков, «Красное Знамя» ЯХПК енртӳҫи, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров, Иоанн иерей пулнӑ.

Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Влалимир Никитин ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, чи хастаррисене Хисеп грамотипе, Тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Унтан ялти кашни урам анатри чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни урам сӗтел хатӗрленӗ. Ун ҫине наци апатне, килте вӗретнӗ сӑра лартнӑ. Кашни сӗтел хӑнасене йыхравланӑ.

Аслӑ ӳсӗмрисем ӗлӗкхи «техникӑна» кӑтартнӑ. Лапамра «Асра юлнӑ самант» сӑнӳкерчӗксен стендне, чӑваш халӑхӗн алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.

Вӑйлисем ирӗклӗ кӗрешӳре, волейболра, армспортра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче тупӑшнӑ.

Ютран килнӗ делегацисем пӑлапуҫ пашьелсен йӑли-йӗркине тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ. Хӑнасем чӑвашсем ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен культурине, йӑлине вӗрентнӗшӗн хӗпӗртенӗ.

Уяв ташӑ каҫӗпе, фейерверкпа вӗҫленнӗ.

Сӑнсем (108)

#Пӑлапуҫ Пашьел, #ял уявӗсем, #Патӑрьел районӗ, #уявсем, #хӑнасем, #Украина, #Удмурт Республики, #Германи, #концертсем, #спорт, #кӗрешӳ, #волейбол, #армспорт

 

Комментари:

Migulaj // 2113.73.8424
2014.07.15 10:07
Тархасшăн, Пăлапуç Пашъел тесе çырăр.
2014.07.15 10:10
Аçтахар Плотников
Хăвна валли хыпарсен сайтне йĕркеле те унта çыр. Пирĕн сайтра ку йĕркене — «ъ» вырăнне «ь» çырасси — пăхăнаççĕ. Сăмахсене уйрăм çырассине çеç эпир хирĕç. :)
Migulaj // 2113.73.8424
2014.07.15 14:21
Апла пулсан кунта тунтикун сăмаха уйрăм çыраççĕ-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем