 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Мошкассинче ӑна район хысни шучӗпе хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ клуба кӑтартнӑ. Культура учрежденине ҫӗклеме паракан укҫана асӑннӑ тӑрӑх кӑҫал район Акатуйне хӑйсем патӗнче ирттерме ҫӗнсе илнӗ май тивӗҫнӗ. Клуба тума 1,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Элтепер килнӗ ҫӗре ял ҫыннисем хӑйсем туса илекен апат-ҫимӗҫ куравне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев вырӑнта туса илекен чикӗ леш енчен кӳрсе илекеннинчен кая мар тесе хакланӑ.
Унтан Элтепер «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмне ҫитнӗ, вырма ӗҫӗпе паллашнӑ. Тухӑҫ гектар пуҫне 45 центнер таран тухать иккен.
Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Чӑкӑрта фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. Вӑл таврари виҫӗ ял: Мӑн Чӑкӑр, Саратакасси, Ҫырмапуҫ — халӑхне тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳмелле. Михаил Игнатьев ял ҫыннисемпе те яланхиллех калаҫнӑ.
Унтан республикӑн ертӳҫи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикине ҫитнӗ. Ӗҫли-ӗҫлеми пурӑннӑ предприятие ҫармӑссен предприятийӗ туяннӑ та ӗҫлеттерсе янӑ. Халӗ унта 21 кайӑк-кӗшӗк вити ӗҫлет. Тата тепӗр пиллӗк хута яма хатӗрлеҫҫӗ. Мӗнпур птичниксене, вӗсем пӗтӗмпе 54, юсаса ҫӗнетсен фабрика хӑвачӗ талӑкра 19 пин тоннӑпа танлашмалла.
Элтеперӗн тӑван районӗнчи ҫулҫӳревне ял старостисемпе ирттернӗ канашлу вӗҫленӗ. Районти 172 ялта 184 староста. Вӗсенчен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ — пенсионерсем. Чи аслӑ староста — 87-ре. Тӗлпулура район администрацийӗн социаллӑ экономика кӑтартӑвӗ пирки райадминистраци пуҫлӑхӗ Георгий Егоров доклад тунӑ.
Сӑнсем (37)
