Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Тӗмшерти карҫинкка ҫыхакан ӑста

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.12.2014 11:17 | 1350 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Юрий Орлов ҫыхнӑ карҫинккасем
Юрий Орлов ҫыхнӑ карҫинккасем

Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче ӗлӗкех карҫинкка хатӗрлекен эртел пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн тӗмшерсем юнашар регионсене ҫыхнӑ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ.

Тӗмшерте пурӑнакан Юрий Орлов карҫинккасене ҫынсем валли ҫыхать. Вӑл хӑйӗн хатӗрӗсем пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Унӑн йӑхӗ ку ӗҫпе аппаланнӑ. Юрий Орлова йывӑҫпа ӗҫлеме питӗ килӗшет. Ҫулла вӑл платникра вӑй хурать, чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа пушчен карҫинкка ҫыхать. Ҫапла майпа пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илет.

Паллах, сахал мар тар тӑкмалла. Пӗр карҫинккашӑн 350-450 тенкӗ илет. Анчах ӑна кӗсьене чикес тесен кунӗпе ӗҫлемелле. Унӑн ҫӗмйинче ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗ йӑхран йӑха куҫнӑ. Юрий Орловӑн ачисем те карҫинкка ҫыхма пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем урӑх ҫул суйланӑ. Ӑна арӑмӗ пулӑшать.

Карҫинккасем патне кӳршӗ регионтисем те килӗҫҫӗ-мӗн. Ара, ку ялта 11 ҫемье карҫинкка ҫыхать вӗт. Ӑна хатӗрлемелли хӑвана вӗсем Энӗш хӗрринче хуҫаҫҫӗ.

Карҫинкка ҫыхакансем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, пурӑна-киле ку ӗҫ манӑҫа тухма пултарать-ҫке-ха. Ҫавӑнпа вӗсем ҫамрӑк ӑрӑва ҫак ӗҫе тӳлевсӗр вӗрентме хатӗр. Анчах вырӑнти влаҫ пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Шел те, хальлӗхе ҫак ӗҫе вӗренес кӑмӑллисем тупӑнман-ха.

#Тӗмшер, #Куславкка районӗ, #пултарулӑх, #ӑстасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем