Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: «Промтрактора» ӑшӑсӑр хӑварасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.12.2014 21:39 | 1568 хут пӑхнӑ
Экономика

«Атӑлҫи ТГК» АУОн Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществине ӑшӑсӑр хӑварасшӑн иккен. Ҫапла утӑм патне завод парӑма кӗрсе кайнине пула ҫитнӗ-мӗн. Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Атӑлҫи ТГК» ӗҫченӗсем ӑшша чарса лартнине палӑртассишӗн «Промтрактора» кӗме ӑнтӑлнӑ, анчах лешсем кӗртменнине кура Чӑваш Енӗн ШӖМӗн ӗҫченӗсене чӗннӗ. Вӗсене те тӳрех хапӑл туман-ха савутра. Лешсем официаллӑ майпа ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн кӑна полицейскисене кӗртнӗ.

Парӑм пирки каласан, раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне парӑм виҫи 44,6 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи пуш, юпа тата чӳк уйӑхӗсенче ӑшӑпа усӑ курнишӗн пухӑнса кайнӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗ тӗлне заводӑн 52,5 миллион тенкӗ куҫармалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн энергетиксем кутӑнлашасси енне кайнӑ, парӑма татмасан ӑшша пуҫӗпех чарса лартасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальхи вӑхӑтра энергетиксем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ.

«Промтрактор» хӑйне энергетиксем «тапӑннипе» килӗшесшӗн мар-мӗн. Ун шучӗпе ӑшӑ парассине малтанласа кӑштах чарнӑ хыҫҫӑн кӑна пуҫӗпе чарма ирӗк пур. Ку вӑл ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫапла-мӗн.

ШӖМ ӗҫченӗсем савут ӑшӑ энергине вӑрланине палӑртман имӗш. Ку информацие савут ӗнентерет иккен.

Хальхи вӑхӑтра «Промтрактор» парӑма татмалли графика ҫураҫтарассипе энергетиксемпе калаҫу ирттерет-мӗн.

#Мари Эл, #Шупашкар, #Промтрактор, #ШӖМ, #ӑшӑ, #парӑмсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем