Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Васан шкулӗнче Вячеслав Еремеев кубокӗшӗн тупӑшрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2015 15:54 | 1634 хут пӑхнӑ
Спорт

Тунтикун, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан тӗп шкулӗнче Вячеслав Еремеев кубокӗшӗн тупӑшрӗҫ — волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Чи малтанах турнира килнӗ спортсменсене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин саламланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл районта ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе сахал мар ӗҫ туни пирки каланӑ. Тӗслӗх пек ҫак волейбол ӑмӑртӑвне илсе панӑ.

Шкул спортзалне пурӗ виҫӗ команда тухнӑ — Васан ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин министерствисен тӳре-шарисем тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Урмаел тутар ялӗнчи ушкӑн. Пӗрремӗш вырӑна васансем йышӑннӑ, иккӗмӗшӗсем министерство ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — урмаелсем. Вӗсене кашнине хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.

Вячеслав Еремеев турнирӗ — кашни ҫул иртекен район шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвӗ. Вячеслав Еремеев вара вырӑнти усламҫӑ, ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ.

Сӑнсем (14)

#спорт, #уявсем, #Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Урмаел, #Васан, #волейбол, #ӑмӑртусем, #тӳре-шара, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем