 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче чи хӑтлӑ ял тӑрӑхӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ӑна пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илсе ирттернӗ. Унта 20 тӑрӑх хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вара сахалрах — 13 ҫеҫ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Унччен конкурса хуласен хушшинче ҫеҫ ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантармашкӑн республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсем унпа тӗллевлӗн усӑ курӗҫ: хӑйсем пурӑнакан вырӑна татах хӑтлӑлатӗҫ.
Кӑҫал конкурсра 100 пин ҫын таран пурӑнакан хула округӗсен йышӗнче Вӑрнар поселенийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗмӗрле хули, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрмар тӑрӑхӗ.
II категорире Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Пӑрачкав ял тӑрӑхӗпе Комсомольски ял тӑрӑхӗ пайланӑ.
III категорире мала Элӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗ, виҫҫӗмӗшне — Комсомольски районӗнчи Тукай ял тӑрӑхӗ.
IV категорире Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ, Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗ, Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.
