Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Уҫӑ алӑксен кунӗ» иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.03.2010 11:58 | 1872 хут пӑхнӑ
Чӑваш тата танлаштаруллӑ<br />литература пӗлӗвӗ кафедрин<br />преподавателеӗсем
Чӑваш тата танлаштаруллӑ
литература пӗлӗвӗ кафедрин
преподавателеӗсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9:00 сехетре Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1-мӗш корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире иртет.

Ҫак кунах пултарулӑх конкурсӗ иртет. Театр ӗҫӗпе специализациленес текенсем, эстрада тата халӑх юрри, хореографи ӑсталӑхне алла илес текенсем пултарулӑх конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Абитуриентсен пултарулӑх конкурсӗнче сӑвӑ е юптару каламалла, юрӑ юрласа памалла, ташласа кӑтратмалла, пӗр-пӗр ситуацине выляса кӑтартма пӗлмелле (этюд) — хӑвӑрӑн пултарулӑха пур енлӗн кӑтартмалла.

Пулас абитуриентсем хӑйсен музыка инструменчӗсемпе, диск-кассетӑсемпе, костюмсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Ҫавӑн пек «Литература ӗҫӗ» тата «Журналистика» специализацисене вӗренме кӗме кӑмӑл тӑвас текенсен сӑвӑ-калав, статья, очерк ҫырас ӑсталӑхне тӗрӗслеҫҫӗ.

Пултарулӑх конкурсӗнче пысӑк балл пуҫтарнӑ абитуриентсене вӗренме кӗнӗ чухне ҫӑмӑллӑхсем пулаҫҫӗ.

Абитуриентсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ: Чӑваш академии драма театрӗн режиссӗрӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ — И.И. Иванов, ЧР халӑх артистки — В.А. Иванова, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ — В.А. Милютин тата З.К. Яковлева, ЧР писателӗсен союзӗн членӗ — Елен Нарпи (Е.П. Чекушкина).

Ыйтса пӗлмелли: Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 229 пӳлем (4, 12, 14, 21 маршрутлӑ троллейбуссемпе «Университет» чарӑнӑва ҫитмелле). Тел.: 45-23-39, 58-18-40.

Факультетпа ҫыхӑнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01).

E-mail: irinakir1@mail.ru.

Тӗплӗнрех информацийе факультет сайтӗнче вуласа пӗлме пулать: http://chuvsu.ru/~chfik

#чӑваш чӗлхи, #Уҫӑ алӑксен кунӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #абитуриентсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем