 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнчи ача пахчинче Соловьева Светлана Геннадьевна воспитатель ертсе пынипе уяв иртрӗ. Вӑл пухӑннисене Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, авалхи чӑвашсем ҫинчен, асатте-асаннесен, ват асаттесемпе ват асаннесен йӑли-йӗркисем ҫинчен аса илтерчӗ.
— Чӑвашсем хӑнасене яланах ҫӑкӑр-тӑварпа, киле кин кӗртсен те мӑшӑра яланах ҫавра ҫӑкӑрпа кӗтсе илнӗ. Ҫӑкӑра халалланӑ ваттисен сӑмахӗсем чӑвашсен нумай. Ваттисем ҫамрӑксене пурнӑҫра аслисене хисеплемеллине яланах аса илтерсе тӑнӑ. Ӗлӗкхи чӑвашсен ҫакӑн пек тӗллев пулнӑ: кил-ҫурт ҫавӑрмалла, йывӑҫ лартмалла, ҫӑл авӑтмалла тата ача-пӑча ҫуратмалла, ывӑл ҫуратса хӑйӗн хыҫҫӑн йӑх хӑвармалла.
Пӗчӗккисем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене кам маларах пӗлессипе тупӑшрӗҫ. Чӑваш юррисене юрларӗҫ, вӑйӑ вылярӗҫ, ташларӗҫ. «Асамат кӗперӗ», «Илемлӗ, илемлӗ», «Сар каччӑ» юрӑсене ачасем хӑйсен уҫӑ сассисемпе юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» вӑйӑра кашниех маттур пулчӗ. Светлана Соловьева ачасене чӑваш тӗррисемпе те паллаштарчӗ. Асӑнмалӑх ӳкернӗ сӑн ачасене ҫитӗнсен ҫак асамлӑ кун пирки аса илтерӗ.
Сӑнсем (13, Галина Зотовӑн)
| Victor // 4047.96.3493 2015.04.25 16:15 | |
|  | Avan  | 
