Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ» портал уҫӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.04.2010 18:54 | 1995 хут пӑхнӑ

Тӗнче тетелӗнче «Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ» портал уҫӑлнӑ. Адресӗ — www.perepis-2010.ru. Тӗп страницӑра Раҫҫейӗн кашни ҫыннине чӗнсе каланӑ: «Ҫырав — ҫӗр-шывӑн коллективлӑ портречӗ. Сирӗнсӗр ку ӳкерчӗк тулли пулмасть. Ҫырава хутшӑнӑр, ку пачах йывӑр мар».

Порталӑн тытӑмӗ питех те ансат, ҫавӑнпа тӗнче тетелне пуҫласа тухнӑскер те та ҫырав ҫинчен мӗн пӗлес килнине тупма пултарать. «Ҫӗнӗ хыпар» («Новости») рубрикӑри материалсем тӑтӑшах ҫӗнелсе тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫыравӑн саккун никӗсӗ тата программи ҫинчен тулли информаци илме пулать, иртекен мероприятисен анонсӗпе отчечӗ, тӗрлӗ пулӑшу материалӗсем, Раҫҫейри тата СССРти халӑх ҫыравӗсен историйӗ ҫинчен калакан интереслӗ фактсем, ҫыравсен чикӗ леш енчи опычӗ вырӑн тупнӑ.

«Ыйтусемпе хуравсем» рубрикӑра интернетпа усӑ куракансем ҫырав хучӗн содержанийӗпе малтанах паллашма, илнӗ кӑтартусен вӑрттӑнлӑхне сыхлани пирки пӗлме пултараҫҫӗ. «Ҫырав тата харпӑр хӑй хӑрушсӑрлӑхӗ» пайра ятарласа уйрӑм ҫын кӑтартӑвӗсем урӑх алла лекессинчен хӑрани вырӑнсӑр пулнине кӑтартнӑ. Кунтах ҫыравра час-часах тӗл пулакан ыйтусем ҫине хуравлаҫҫӗ: ҫырав мӗн тума кирлӗ, ӑна миҫе ҫултан ирттереҫҫӗ, ҫырав хучӗн анкетине тултарма мӗн чухлӗ вӑхӑт каять тата ыт. те.

«Халӑх сасси» пайра социаллӑ ыйтӑмсен граждансем ҫырав ҫинчен пӗлни тата унта хутшӑнма хатӗр пулни пирки калакан кӑтартӑвӗсене пичетлеҫҫӗ. Портала кӗрекенсем канашлӑва хутшӑнма тата ҫыравпа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. «Усӑллӑ илсе кӑтартнисем» пайра Росстатӑн территорисенчи мӗнпур органӗсен адресӗсене пухнӑ. Малалла сайтра ҫырав темипе «флеш» технологипе усӑ курса интерактивлӑ компьютер вӑййисене хатӗрлесе вырнаҫтарӗҫ, викторинӑсем тата ытти мероприятисем те пулӗҫ. Ытти Интернет-ресурсемпе усӑ курса ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерӗҫ. Сайтрах аудио тата видеоматериалсене итлеме тата курма пултарӗҫ, кирлӗ пулсан копилесе илме те май пулӗ. Ҫырав пирки ыйту ҫуралсан, сайт адресӗпе ҫыру ҫырма е канашлура хӑйсен шухӑшне хӑварма пултарӗҫ.

Асилтеретпӗр, унчченхи ҫырав 2002 ҫулта иртсе. Ҫак сакӑр ҫул хушшинче Раҫҫейре тӗнче тетелне тухакансен йышӗ самай ӳснине шута илсе ҫырава йӗркелекенсем ӑнлантару ӗҫне интернет-ресурс урлӑ ирттерме манмаҫҫӗ. Федераллӑ «Ҫырав» пресс-центрӗн официаллӑ кун кӗнеки пур, «Новости» информаци агенствин сайтӗнче ятарлӑ рубрика йӗркеленӗ.

#интернет, #ҫырав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем