Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Раҫҫейре
![]() Лора Кеннингстон Акӑлчан хӗрарӑмӗ Лора Кеннингстон Европӑри чи вӑрӑм юханшыв - Атӑл - тӑрӑх каякпа ишме палӑртнӑ. Вӑл ҫула 90 кунра парӑнтарасшӑн. Кун пирки Лора Кеннингстон блогра ҫырнӑ. Аслӑ Британи ҫыравҫи тата блогерӗ ҫулҫӳреве Тверь облаҫӗнчен пуҫланӑ. Виҫӗ уйӑхра вӑл Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ чылай хулара пулса курасшӑн. Атӑл тӑрӑх ҫыравҫӑн 3500 ҫухрӑм ишме тивӗ. Хӑйӗн ҫулҫӳревне Caspian Challenge ят панӑ. Лора ҫырнӑ тӑрӑх, ҫула вӑл пӗччен тухнӑ. Апат-ҫимӗҫ, тум илнӗ, унӑн талӑкне 12 сехет ишме тивӗ вӗт. Ҫапла 5000 калори ҫухатӗ. Ӑна ҫӑмӑл килмессине ӑнланать вӑл. Анчах вӑл Раҫҫей культурине курма пултарнӑшӑн савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |