Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Китай

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи машинтӑвакансен факультет студенчӗсен ушкӑнӗ механизпа урапа теорипе II Халӑхсем хушшинчи олимпиадӑна хутшӑнма Китай ҫӗршывӗнчи Шанхай хулине тухса кайнӑ.

Раҫҫейӗн, ҫав хушӑрах Чӑваш Республикӑн чысне Алена Егорова, Николай Мулюхин, Алексей Кокоулин, Владимир Варякин хӳтелет. Олимпиада вара юпан 12–14-мӗш кунсем хушшинче иртет.

Вӑрӑм ҫула тухиччен олимпиадӑна хутшӑнакансем университетӑн ректорӗпе, профессорӗпе Всеволод Агаковпа тӗл пулнӑ. Вӑл студентсене ӑслӑлӑх ӑмӑртӑвӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Китая каякансем вара ректора тав тунӑ, ют ҫӗршывра Раҫҫейпе республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлеме шантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66061
 

Паян Шупашкара икӗ кунлӑх визитпа Китайри Гуйчжоу провинцийӗн элчисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗнче влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Гуйчжоу провинцийӗ Чӑваш Енпе тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртнӑ. Сӑмахран, аслӑ шкулсем хушшинче. Вӗренӳ отрасльне илсен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе асӑннӑ провинцинчи университет килӗштерсе ӗҫлесси пирки Китай элчисем пӗлтӗр пирӗн патра пулнӑ чухнех алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хайхисен Шупашкарта маларах асӑннӑ университетӑн филиалне уҫасси пирки те шухӑш пур-мӗн.

Тепӗр шухӑш та пур Китай ҫыннисен — вӗсем пирӗн республикӑри сӑра-эрех кӑларакан савутсемпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Китайра рисран эрех тӑваҫҫӗ-мӗн. Ҫавна пирӗн патра тултарас тата сарас (ҫапла ӑнланма май панӑ хӑнасем калани) ӗмӗт пур-мӗн. Анчах Шупашкар влаҫӗсем ку ыйтӑва епле татасси пирки хальӗхе калама иртерех. Пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?..

 

Ҫапла пӗлтерет Regnum информаци агентстви Россельхознадзор хыпарлани ҫине таянса.

Асӑннӑ служба Китайран хӑмӑр тӗслӗ бактери ҫӗрӗкӗллӗ ҫӗрулми кӳрсе килме пӑхнине юлашки виҫӗ эрнере виҫӗ хутчен тытса чарнӑ иккен. Кӑлтӑка икӗ хутчен асӑрханӑ хыҫҫӑн Россельхознадзор хамӑрпа кӳршӗллӗ ҫав ҫӗршыва капла лару-тӑрӑва сирме ыйтса официаллӑ ҫыру та янӑ иккен. Анчах унтан хурав паян кун та кӗтсе илеймен, унтан та ытларах — ҫӗрулмине пирӗн пата тепӗр хут та кӳрсе килме хӑтланнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗкпе чирлисӗр пуҫне «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тепӗр йышшипе те чирлет-мӗн. Ун пеккине пула Казахстанпа Белоруссинче карантин тесех йышӑннӑ иккен.

 

Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерстви Китая ӗҫпе е канма каяс текенсене унта кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫӳрени пирки асӑрхаттарать. Ҫакна вӑл Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен служба пӗлтернине тӗпе хурса систерет.

Китайра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать иккен. Ҫав амака палӑртнӑ 102 ҫынтан 20-шӗ вилнӗ. Усал чире ҫаклатнисене Цзянсу, Чжэцзян, Аньхой и Хэнань провинцийӗсенче тата Шанхайпа Пекин хулисенче шута илнӗ-мӗн.

 

ПУШ
05

Лаша ҫынна ҫӑлнӑ
 Володя | 05.03.2012 13:20 |

Кашни ҫул нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Китай ҫӗршывӗнче хӑш-пӗр вырӑнсенче Кунар вӑййисем иртеҫҫӗ тет. Ҫак кун лашасем кӑна пӗр-пӗрин хушшинче тупӑшаҫҫӗ иккен. Пӗлтӗр ҫак вӑйӑ вӑхӑтӗнче пӗр лаши курма пынӑ халӑх ҫинех кӗрсе кайнӑ имӗш. Асӑрхамасла пӗр ҫынни ун умне лекнӗ. Тепӗр самантран лаша ури айне лекме пултарнӑ хайхи. Анчах та юнашар чупса пыракан лаша кӑкӑрӗпе теприне тӗртсе янӑ та ӳке пуҫланӑ куракана ӗнсинчен шӑлӗпе тытса айӑккалла йӑтса ывӑтнӑ. Ҫапла вара кураканӑн, тӗлӗнмелле те, ҫӑлӑнма тӳр килнӗ.

 

Кӑҫал Раҫҫейре Китай ҫулталӑкне палӑртнӑ май Шупашкарта «Восток» (Хӗвелтухӑҫ) ятлӑ Китай патшалӑх ташӑпа юрӑ ансамблӗ хӑйен пултарулӑхне кӑтартӗ. Вӗсен пултарулӑхне пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх опарӑпа балет театрӗнче курма пулать.

Ку ушкӑн Китайри пур провинцире те пулса курнӑ, ҫавӑн пекех тӗнчери 80 патшалӑха ҫитнӗ. Ушкӑнри 100 ытла хутшӑнаканӑн ӳнер шайӗнчи патшалӑх чаплӑ ячӗсем пур.

Ушкӑн репертуарӗнче 100 ытла Китай халӑх тата ытти ҫӗрсенчи ташӑсем, юрӑсемпе инструментлӑ пьесӑсен шучӗ — пин ытла.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та