Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.1 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Комсомольски

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ ултав кунӗ пулсан та, Кивӗ Сӗнтӗр ҫыннисене хальхинче улталамарӗҫ. Тахҫантанпах кӗтнӗ маршрутлӑ автобус чӑннипех ял варрине ҫитсе чарӑнчӗ. Район центрӗнчен Кивӗ Сӗнтӗре ҫитме халӗ питех те меллӗ. Нумай ҫул ҫуран утса тертленнӗ хыҫҫӑн «КомсомольскиКивӗ СӗнтӗрХырай Ӗнел» маршрутпа автобус ҫула тухни ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн уяв пекех.

Ялти культура ӗҫченӗсем В.Ванюркин, Г.Ванюркина, Е.Костякова, ветерансен совечӗн председателӗ А.Петрова пухӑннӑ ҫынсемпе пӗрле пӗрремӗш автобуса юрӑ саламӗпе, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Водительне вара ҫул ҫинче ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. «Правда» ООО ертӳҫи К.Н.Кокшин та маршрута уҫнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.

 

Инна Шамбина ӳкерчӗкӗКӑҫал К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ак Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта поэмӑпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 7-11 классенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗҫ.

 

Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве икӗ ушқана уйӑрчӗҫ. 7-9 классенче вӗренекенсен хушшинче чи лайӑх ӳкерчӗксем ҫаксен пулчӗҫ: чи лайӑххи 7-мӗш класра вӗренекен Алена Кокаревӑн, иккӗмӗш вырӑнта — Инна Шамбинӑн (8-мӗш клас). Виҫҫӗмӗш вырӑна 8-мӗш класра веренекен Анастасия Андреевӑпа Екатерина Ахметова ӳкерчӗкӗсем йышӑнчӗҫ.

 

10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче Марина Косовӑн (11б клас), Татьяна Алексеевӑн (10в клас), Михаил Хреновӑн (10б клас) ӗҫӗсене палӑртрӗҫ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсене район конкурсне тӑратӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 31

1986
40
Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын