Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян ҫӗнӗ общество канашӗ пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ.
Йыша Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин пайташӗ Виктор Бондарев, Культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри комитечӗн председателӗ Светлана Демидова, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ Каллиста Иванова, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗн пайташӗ Николай Корниенко, «Ӗҫлӗ Раҫҫей» общество организацийӗн Борис Корсунский, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пайташӗ Андрей Кузнецов, чӑваш чӗлхи вӗрентекен Геронтий Никифоров, Мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн пайташӗ Дания Салахова, «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗн пайташӗ Нина Смирнова, Чӑваш обществӑпа культура центрӗн пайташӗ Юхма Мишши, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пайташӗ Зоя Яковлева кӗнӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кӑларӑшӗнче Галина Брусова доцентӑн «Мӗтри Кипек хайлавӗсенчи вӑрҫӑ теми» ятлӑ монографийӗ (2020,182 хутъен) пичетленсе тухнӑ. Ӑна мана Галина Федоровна тата вӑл вӗрентекен студенткӑсен пӗр ушкӑнӗ, киле килсех, Учитель кунӗпе саламласа парнелерӗҫ. Ватӑ пулсан та, кӗнекешӗн шкул ача пекех хӗпӗртерӗм. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ ансат. Тӗпчев никӗсӗнче - ҫур ӗмӗр каялла Галина Логунова (Брусова) студентка ман патра литературӑпа тӗплӗ диплом ӗҫӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл Кипекпе тӗл пулса калаҫрӗ, кайран ҫыру ҫӳретрӗ. Ӗҫе ун чухнех пичете сӗнчӗҫ. Анчах вӑхӑчӗсем урӑхлаччӗ те, пичете лекесси мана хама та ҫӗр пӑтӑрмах урлӑ выртатчӗ.
Унтанпа Галина Федоровна вӑтам шкулта тӑрӑшрӗ, ӑна аслӑ шкула ӗҫе илчӗҫ, хӳтӗленсе педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш литературине вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех юратма пӑрахман иккен. Ҫавӑнпах Мӗтри Кипек пултарулӑхнее тишкерме чарӑнман, унӑн хайлавӗсене вӗрентмелли меслетсене пуянлатса пынӑ. Тӗпчев кӗнекин иккӗмӗш пайӗ – хушса пани: «М. Кипек пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх класра тата класс тулашӗнче ирттермелли хушма ӗҫсем».
Юпа уйӑхӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче Питӗр хулинче халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсен пултарулӑхӗпе Раҫейӗн этнографи музейӗнче тата Питӗр хулинчи патшалӑх академи капеллинче паллашма май килнӗ. Музейри мероприятисем 12 сехетре уҫӑлнӑ. Фестивале «Дача» клубра ыран хупма палӑртнӑ. Унтах гала-концерт кӑтартӗҫ.
Питӗрти фестивале хамӑр ҫӗршыври коллективсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те пухӑнаҫҫӗ. Мероприяти тӗрлӗ халӑхӑн хайне евӗрлӗхӗпе паллашма май парать. Чи кӑмӑлли — фестивале чӑвашсем хутшӑнни. Питӗре «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ тата Валентина Телей юрӑҫ тухса кайнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Полигон» культура центрӗнче «О чем молчат куклы деда Тероша?» документлӑ фильм кӑтартнӑ.
1919-2020 ҫулсенче пурӑннӑ Терентий Дверенин шӑпи урлӑ тӑван ҫӗршывӑн пӗр ӗмӗрне сӑнлама, ӑнланма пулать тесен те пысӑк йӑнӑш мар. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑннӑ ҫын ватлӑхра пуканесем ӑсталама тытӑннӑ. Ахаль пуканесем мар. Чӑваш чунӗллӗскерсене. Чӑвашла тумланнӑскерсене. Калас тенине чӑвашла калама ӑнтӑлаканскерсене.
Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина режиссер тата сценарист Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ.
Тутар чӗлхине Японире вӗрентме пуҫланӑ. Токиори ют чӗлхесен институтӗнче Юто Хиcияма ҫамрӑк ӑсчах вӗрентет.
Вӑл журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине вӗрентме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Каччӑ хӑй вӑхӑтенче тутар чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Хусанти университетӑн магисиратуринче вӗреннӗ. Унта тутар чӗлхипе диссертаци хӳтӗленӗ.
Халӗ Юто Хиcияма тутарла ирӗклӗн калаҫать ҫеҫ мар, ҫырать те. Тутар грамматикине тӗпченӗ май ӑслӑлӑх статйисем шӑрҫалать. Японири ӑсчах тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче аккаунтсене тутар чӗлхипе йӗркелет, тутарсемпе Тутарстан ҫинчен хӑйӗн ҫӗршыв ҫыннисене каласа кӑтартать.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнчи 16–мӗш ҫуртри 204-мӗш пӳлӗмре чӑвашлӑх пирки калаҫма ытларикунсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кун пирки Вырак Суварин «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Варык Суварин ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш тӗнчи» пуҫарулӑх ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫ тӑваслахне 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен пӑхса тухать, сӳтсе явать, ӗҫ тумаллине палӑртать».
Пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Чӑваш тӗнчи» чӑвашлӑхшӑн ӗҫ тӑвас текенсене ҫав ушкӑна хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Шупашкарти сӗрмекупӑс ӑстине Юрий Башмет ертсе пыракан ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри симфони оркестрне суйласа илнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 56 регионӗнчи ҫамрӑк ӑстасем хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне онлайн-мелпе хакланӑ. Шупашкарти Александра Николаева конкурса хутшӑннӑ 800 ачаран пӗри пулнӑ. Вӗсенчен 150-шӗ тӗп йыша лекнӗ, 50-шӗ — стажер ушкӑнне.
Александра Николаева — Шупашкарти Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗнчи «Калейдоскоп» ансамбльти сӗрмекупӑсҫӑсенчен пӗри. Хӗрача тӗрлӗ конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Европӑн культура ассоциацийӗ ирттернӗ «Art Paris Fest» пӗтӗм тӗнчери конкурсра палӑрнӑ. Юрий Башмет ансамбльне Шупашкар хӗрне стажер пулма суйланӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ирттерекен мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн Тӗп клубӗн тытӑмӗ «Юмах ҫӳпҫи ӳкерчӗкӗсем» ӳкерчӗксен конкурсне ирттерӗ.
Курава тӑван тавралӑха юратма вӗрентес, тӑван чӗлхене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, чӑваш фольклорӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансен ӗҫне ҫула кура виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклӗҫ: 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем таран, 15-25 ҫулчченхисем, 25 ҫултан аслӑраххисем
Конкурса йӗркелекенсем ӗҫсен скан-копийӗсене йышӑнаҫҫӗ. Кирек епле материал ҫине ӳкерме пулать. Техники те тӗрлӗрен юрать.
Ӗҫсене юпа уйӑхн 28-мӗшӗччен dk-u@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗс. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 52-78-10.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачинское ялӗнче нумаях пулмасть чӑвашсен Чӳклеми иртнӗ.
Чӳклемене йӑхташӑмӑрсем хӑйсем ӑл ӗҫӗсемпе, ӗҫми-ҫимипе пырса ҫитнӗ. Чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
Чӳклемери халӑха (унта ултӑ районтан тата Ачинск, Дивногорск, Енисейск, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен пуҫтарӑннӑ) Красноярск тӑрӑхӗнчи тӳре-шара саламланӑ. Йӑхташӑмӑрсем юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗпе савӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ.
Чӑваш уявне пуҫараканни — Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче палӑк уҫнӑ. Ӑна вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑс поэчӗн палӑкне ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫнӑ.
Палӑк-бюст авторӗ — Николай Кондрашкин скульптор. Ку хыпара пӗлнисенчен пӗри: «Николай Ашмарин палӑкне уҫмалла пулнӑ», — тесе ҫырнине Лидия Филиппова хуравланӑ тӑрӑх, Александр Пушкин палӑкне ЧПУ ректорӗ пулнӑ Лев Кураков укҫипе тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |