Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ПАтӑрьел

pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗкри тата Шӑмӑршӑри район пульницисене республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Патӑрьел районӗнчипе пӗрлештересшӗннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫак ыйтӑва сӳтсе явма Елчӗкре пуҫтарӑнсан ҫынсем Патӑрьеле епле кайса килмелле тесе те ыйтнӑ.

Республикӑн транспорт министрӗ Максим Петров Елчӗкрен Патӑрьеле автобус ҫӳреме пуҫлӗ тесе шантарнӑ. Хыснаран ун валли 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче икӗ автобус ҫӳрӗ. Пӗрремӗш рейс ирхи 7-ре ҫула тухӗ, каҫхи — 17 сехетре. Автобус сехетре пӗрре пулмалла иккен.

 

Сывлӑх

Патӑрьел, Елчӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп пульницӑсене пӗрлештересшӗн.

Ҫавна май Елчӗкри тӗп клубра нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче халӑхпа пуҫтарӑнса калаҫасшӑн. Мероприяти 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ.

Халӑх итлевне йӗркелекенни — Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви.

 

Персона
www.liveinternet.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.liveinternet.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Лукиянов художника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ» ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Николай Михайлович 1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Йошкар-Олари ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан тӗрлӗ ҫӗрте художник-оформительте, ҫурт-йӗр дизайнерӗнче тӑрӑшнӑ. 1980 ҫултанпа вӑл Патӑрьелте ӗҫлесе пурӑнать.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем Китайри фестивале хутшӑннӑ.

Вӗсем Бэйдайхэ хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери наци культурисен фестивалӗнче пулнӑ.

Чӑваш Енри ачасем Китайра чӑваш культурипе, тумӗпе, юрри-ташшипе паллаштарнӑ.

Фестиваль йӗркелӳҫисем Никита Бичурин востоковед Чӑваш Енрен пулнине каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14751
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.

Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.

Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.

Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьелте шаплатнӑ сасӑ илтӗннӗ. Ҫынсем хӑраса кайнӑ, кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

Кун хыҫҫӑн ҫулсене пӳлнӗ, тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Мӗн пулнӑ-ха унта? Патӑрьелти пӗр ҫурт никӗсӗ аннӑ иккен. Ҫавна май темиҫе чӳрече ҫурӑлнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вырӑна тӗрӗслесен нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Патӑрьел администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, лару-тӑрӑва куҫран вӗҫӗртмеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chgtrk.ru айтран илнӗ сӑнӳкӗрчӗк
chgtrk.ru айтран илнӗ сӑнӳкӗрчӗк

Патӑрьелте 73 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ.

32 ҫулти водитель «Лада Приора» автомобильпе ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ҫулпа утса пынӑ.

Инкек район центрӗнчи Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Суранланса пӗтнӗ ватта пульницӑна ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/gibdd121
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьел округӗнче рысак лашасен «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

«Солнечный» ипподромра иртнӗ тупӑшӑва республика округӗсенчи 21 лаша хутшӑннӑ. Тӗп парнене – Ҫӗнтерӳ кубокне – «Чацкий» ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унӑн хуҫи – Шӑмӑршӑ округӗнчи Илья Хлюкин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_432725
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьелте Вӑрҫӑ ачисене халалланӑ палӑк уҫӑлнӑ. Вӑл «Юбилейный» паркра вырнаҫнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ҫав ҫулсенче ҫуралнӑ ачасен ачалӑхӗ пӗтнӗ. Вӗсем те аслисемпе тан тӑрса колхозра ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Патӑрьелти палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ, унта вӑрҫӑ ачисене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_431010
 

Ҫутҫанталӑк
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.

Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.

Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.

Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 28
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 11

1902
124
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1965
61
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
35
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
2006
20
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи