
Етӗрне районӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пленэр иртнӗ. Унта Шупашкарти, Волгоградри, Пензӑри, Ӗрӗнпурти, Хусанти, Самарӑри, Пенза облаҫӗнчи Сердобскри, Эстонири Таллинти паллӑ художниксем пухӑннӑ.
Вӗсем Етӗрнери А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасене ӑстасем живопиҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ, пултарулӑх утӑмне епле туни ҫинчен те кӗскен каласа кӑтартнӑ. Хӑюллӑраххисем художниксене ыйтусем те панӑ, вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Аслисем ачасемпе кӑмӑлтан калаҫнӑ, илем тӗнчинче пурин вырӑн епле тупнине ӑнлантарнӑ, илеме туйма пӗлмелле тесе каланӑ.

Канашра пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм 15 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хваттер тара парасси пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Самар облаҫӗнчи МЧС ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхи арҫын хваттере тара илесси пирки, унта пӗр уйӑх пурӑннӑшӑн укҫа тӳлесси ҫинчен ӗнентернӗ. Анчах бухгалтерие отчет тума банк терминалӗн чекӗ кирлӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑмӑн перекет кӗнеки ҫеҫ пулнӑ. Арҫын мобильлӗ банка хута яма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм лешӗ каланине итленӗ, счета кӗмелли пароле каланӑ. Хайхи арҫын кунпа усӑ курса унӑн укҫине икӗ телефон номерӗ ҫине хунӑ. Кайран пачах шӑнкӑрлавламан вӑл. Ҫапла вӑл Канаш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫыннӑн телефон номерӗ — Пензӑран.

Шупашкарти МТВ-центрта ҫак канмалли кунсенче сайра тӗл пулакан ӑратлӑ кушаксен «Восточное котопати» куравӗ ӗҫленӗ. Унта илсе килнӗ Кироври, Самарти, Хусанти, Йошкар-Олари, Ижевскри, Пензӑри, Мускаври, Беларуҫ Республикинчи тата ытти вырӑнти хаклӑ ӑратлӑ кушаксене кӗрсе курассишӗн аслисем 130 тенкӗ, ачасем 70 тенкӗ тӳленӗ, 5 ҫултан кӗҫӗнреххисене укҫасӑрах кӗртнӗ.
Курава пӗтӗмпе 160 ҫын хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусне кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ вара икӗ теҫетке ытла ӑратпа паллаштарнӑ. Владислав Смирнов «Про город» интернет-хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗске ураллӑ кушак-такса, ҫветтуй бирма тата Египетри мау уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Мау ӑрат 100 пин тенкӗ таран тӑрать. Унӑн хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ку кушак Раҫҫейре 47 пуҫ кӑна.

Пензӑра нумаях пулмасть улаха пуҫтарӑннӑ. Ӑна вӑл тӑрӑхрисем «Ночь искусств» (чӑв. Ӳнер каҫӗ) пӗтӗм Раҫҫейри культурӑпа ҫутӗҫ марафонне хутшӑннӑ май йӗркеленӗ.
Пензӑри краеведени музейӗнче чӑваш халӑх культурине харӑсах темиҫе лапамра халалланӑ. Мероприятие музейҫӑсем Пенза облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем улахран пуҫланӑ та. Чӑвашсен культурипе йӑли-йӗркипе Пензӑри «Шӑпчӑксем» тата Неверкино районӗнчи Илим-Гора ялӗнчи «Асамат» ансамбльсем паллаштарнӑ.
Юлашкинчен асӑннӑ ушкӑна Нина Башкирова ертсе пырать. 1978 ҫулта йӗркеленӗ ушкӑна аслисемпе пӗрлех ачасем те ҫӳреҫҫӗ, вӗсем те чӑваш халӑхӗн культурипе хаваспах паллашаҫҫӗ, ҫывӑхланаҫҫӗ, вӗсем урлӑ ыттисем те пӗлеҫҫӗ.

Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова паян ӗҫрен хӑтарнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
РБК-бизнес-канал Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланине те эпир асӑнса хӑварнӑччӗ. РБК Анна Кузнецована суйлас шанӑҫ пысӑкрах тесе палӑртнӑччӗ.
Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлеме, чӑн та, Анна Кузнецована шаннӑ. Указа РФ Президенчӗ паян алӑ пуснӑ.

Паян ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова ӗҫрен хӑтарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ юриста уполномоченнӑй должноҫӗсӗр хӑварасси ҫинчен малтанах калаҫма тытӑнчӗҫ. Тем тӗрлӗ сӑлтавран пӗри унӑн асӑрханусӑр перкелесе янипе ҫыхӑнтаракансем те, ачасен правине хӳтӗлессипе нимех те туман, ачасен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑйсем регионсенче те вайлах мар текенсем те тупӑнчӗҫ.
Хайне ӗҫрен хӑтарма ыйтса Павел Астахов ҫу пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ-мӗн, анчах ӑна вӑл 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвиччен должноҫрех хӑварас тенӗ имӗш. Ӑна пӗр вӑхӑтлӑха отпуска янӑ.
Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ теҫҫӗ. РБК бизнес-канал шухӑшланӑ тӑрӑх, юлашкинчен асӑннин шанӑҫӗ ытларах.

Чылайӑшӗ хваттер е пӳлӗм тара тытса пурӑнать. Раҫҫейри тӗрлӗ регионта хваттер тара тытма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? Танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Шупашкар списокра юлашки вырӑнтан пӗрне йышӑннӑ. Раҫҫейӗпе пӗтӗмӗшле илес-тӗк, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗпе танлаштарсан, Раҫҫейре пӳлӗм тара тытмашкӑн хаклӑрах.
Мускавра тара тытнӑ пӳлӗмшӗн уйӑхне 15657 тенкӗ памалла. Унтан списокра Сургут вырнаҫнӑ. Унта ҫакӑншӑн 13242 тенкӗ тӑкакламалла. Мускав облаҫӗнче — 12216, Питӗрте 11406 тенкӗ тӳлемелле.
Магнитогорскра пӳлӗмшӗн 3500 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле. Шупашкарта пӳлӗме вӑтамран 3677 тенкӗпе тара тытма май пур. Пензӑра — 3833, Омскра — 4200, Саранскра 4250 тенкӗ тӳлемелле. Палӑртмалла: Шупашкарта пӳлӗм тара тытмашкӑн 10 процент йӳнелнӗ.
 
 Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Чӑваш гимнасчӗ ав ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт гимнастики енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ пушӑн 30-мӗшӗнче пуҫланнӑ та паян вӗҫленнӗ. Вӑл Пенза хулинче иртнӗ. Унти пӗтӗмлетӳсемпе килӗшӳллӗн 2016 ҫулта иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисен командине йӗркелӗҫ.
Команда турнирӗнче арҫынсен хушшинче Атӑлҫи федераци округӗнчи гимнастсем ытларах балл пухнӑ. Команда йышӗнче пирӗн ентеш Владислав Поляшов та пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗпӗр федераци округӗн спортсменӗсем тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Мускав хулин гимнасчӗсем.

Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫынсем мӗн асӑрханине пӗлетӗр-и? Нихӑҫан та шухӑшламан-туман ҫӗртен иртен-ҫӳрен упа курнӑ. Хулана ӑҫтан килнӗ вӑл?
Упана ӳкернӗ сӑна Дмитрий Хайбуллин «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Упа «Химик» культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ.
Кӗҫех вӑл ӑҫтан тупӑнни те паллӑ пулнӑ. Хулана Пензӑран цирк килнӗ-мӗн. Цирк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, упа хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Цирк паянах ҫула тухнӑ.
 
 Пенза хулинче Шупашкарта ҫуралнӑ икӗ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ачасем чӗре чирӗпе аптӑранӑ, ҫавна май вӗсене операци пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалла пулнӑ.
Телее, тухтӑрсем йывӑр ҫак ӗҫе йӗркеллех пурнӑҫлама пултарнӑ. Ачасен шӑпи вара ҫапларах килсе тухнӑ: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти 1-мӗш хула пульницине тин ҫуралнӑ икӗ ачана, чӗре чирӗпе йывӑр чирлекенскерсене, илсе пынӑ. Вӗсене ҫӑлас шанчӑк пысӑк пулман. Педиатрсем вӗсене ҫула илсе кайма хатӗрленӗ.
Пензӑна кайнӑ чухне, унта ҫитме 7 сехет кирлӗ, ачасемпе пӗрле реаниматолог тухтӑрсем пулнӑ. Пензӑри чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗн федераци центрӗнче пӗчӗк пациентсене операци тунӑ.
Халӗ ачасем хӑрушлӑхра мар. Пӗрне Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ. Тепри хальлӗхе Пензӑрах-ха.
