Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн заместителӗ пулма Анна Ивановӑна ҫирӗплетнӗ.
Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Анна Владимировна айӑплава пурнӑҫа кӗртес тытӑмра 16 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ — юрист, педагог-психолог тата журналист пулма. Вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен федерацин службин II тата III степеньлӗ медалӗсене тивӗҫнӗ. Журналист пулнӑ май пултарулӑх конкурсӗсенче темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Чернова ҫирӗплетнӗ.
Паянхи куна илсен, Василий Петров министрӑн заместителӗсем виҫҫӗн: Татьяна Рябинина — пӗрремӗш ҫум, Ольга Смирнова — министр ҫумӗ тата финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, виҫҫӗмӗш ҫум — паянтан ӗҫе кулӗннӗ Алексей Чернов.
Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.
Депутат «Атӑл»-Ойкасси-Ҫӗньял» ҫула юсас, Йӑршу юханшывне таса мар шыв юхса выртнин ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫырнӑ иккен. Анчах ӑна пӗрремӗш хутра хуралҫӑ тытса чарнӑ. Кирлӗ ҫынсен ӗҫ пӳлӗмне кӗме депутат йӗрке хуралҫине чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл унта пакунлӑ ҫынпа ҫеҫ кӗрейнӗ.
Депутат пӑтӑрмаха видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна вӑл «Ютуб» видеохостингра тата тӗнче тетелӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Юлия Стройкова валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Вӑл халӗ – пресс-служба тата протокол администрацийӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ. Ҫак должноҫ юлашки вӑхӑтра пушӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Юлия Стройкова малтан Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Кайран цифра министрӗн ҫумӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗнчи танлаштарӑмра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакна тӗнче тетелӗнчи запроссен йышӗпе палӑртнӑ. Олег Николаев PravdaSerm хатӗрленӗ танлаштарӑмра пӗрремӗш хут ҫакнашкал вырӑн йышӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта – Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Вӑл 94 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тамбов облаҫӗн ертӳҫи (93 балл). Ун хыҫҫӑн Калуга облаҫӗн, Чӑваш Енӗн тата Мари Элӗн ертӳҫисем йӗркесене йышӑннӑ. Олег Алексеевич танлаштарӑмра 91 балл пухнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин таиа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, министр ҫумне Юлия Стройковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Юлия Стройкова министр заместителӗн пуканне 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя ӗҫрен кӑларса ӗҫе илнӗ.
95-мӗш номерлӗ хушура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, бизнес-омбудсменӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Ӗҫ вӑхӑтне малалла тӑсас тесен ҫӗнӗ хушу кӑларма тивнӗ.
Ҫапла вара Александр Рыбакова паян ӗҫрен кӑларса паянах ӗҫе илнӗ.
Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Парашютистсен кунӗ умӗн /утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ/ Шупашкарти аэропортра парашютпа сикнӗ.
Министр папашютпа сикнӗ чухне хӑранине, анчах ҫав вӑхӑтрах ӑна савӑнӑҫ, хӗпӗртӳ туйӑмӗ ярса илнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, Алена Елизарова министр тивӗҫӗсене 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.
Ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне Леонид Черкесова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ. Унччен ку пукана Вячеслав Тимченко йышӑннӑ.
Леонид Черкесова вӑрттӑн сасӑлавпа суйланӑ. "Ҫыхӑнура" портал тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ку должноҫе йышӑнассишӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов кӗрешнӗ.
Палӑртмалла: Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — хирург, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче икӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Иккӗшӗ те заместитель пуканне йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри унччен те ведомствӑра министр ҫумӗнче тимленӗ-ха. Сӑмахӑмӑр – Инна Волкова пирки. Вӑл малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Унччен Инна Вячеславовна министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Министрӑн ҫумӗ пулса вара Сергей Фролов тимлеме тытӑннӑ.
Хушусене республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |