Шупашкарта пурӑнакан Ипатий Ильин нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ветерана сумлӑ юбилейпа Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
1941 ҫулта Ипатий Ильин шкул пӗтернӗ, ҫурла уйӑхӗнче ӑна Алма-Ата хулине артиллеристсен курсне янӑ. Вӑл Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, взвод командирӗ пулнӑ. Киле вӑл 1954 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ, ҫав ҫулах вӗсем мӑшӑрӗпе Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.
Ипатий Ильин Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, I тата II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсене, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан Ираида Ктитор авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа хӗрарӑма хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов килне кайсах саламланӑ. Ӑна вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне ҫитерсе панӑ.
Улатӑр хӗрарӑмӗ Питӗрте педагог пулма вӗреннӗ. Упӑшки ҫар ҫын пулнӑран вӑл унпа вунӑ ҫул Китайра пурӑннӑ. Улатӑр хӗрарӑмне Мао Цзэдунӑн (вӑл Китайри Коммунистсен партине йӗркелесе янӑ) «Китайпа Совет туслӑхӗ» медалӗпе ӑй вӑхӑтӗнче чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ виҫӗ ача ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ.
100 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитнӗ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кинемее сывлӑхпа пурӑнма сунса саламланӑ, парне тата чечек ҫыххи ӑшшӑн тыттарнӑ.
РФ Патшалӑх Думи паян пенси реформипе ҫыхӑннӑ саккуна йышӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсене ӗҫе илменшӗн штраф тӳлеттерӗҫ. Сахал мар: 200 пин тенкӗрен кая мар.
Ку шухӑш пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин та пӗлтернӗччӗ. Малашне Уголовлӑ кодексра тепӗр статья пулӗ. Ӳсӗмне кура ҫынна ӗҫе илменшӗн е кӑларса янӑшӑн ӗҫпе тивӗҫтерекене пуҫран шӑлмӗҫ.
Пенси реформине йышӑнма хатӗрленнӗ май ватӑрах ҫынсен ӗҫе вырнаҫас енӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Чылайӑшӗ пенсие тума хатӗрленекен ҫынсене ӗҫе илесшӗн мар вӗт. Ҫакна шута илсе йышӑннӑ та ҫак саккуна.
Унччен социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен вице-премьер Татьна Голикова ҫак саккун Уголовлӑ кодексӑн 145-мӗш статйи пекрех пулнине каланӑ (ача кӗтекен, пепки 3 ҫул тултарман хӗрарӑма ӗҫе илменни е ӗҫрен кӑларса яни).
Шупашкарта пурӑнакан икӗ кинемей РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Вӗсене тӳре-шара та ҫуралнӑ кунпа, ҫавра юбилейпа, саламланӑ.
Анна Торганова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Президентран килнӗ саламлӑ ҫырӑва тата чечек ҫыххи тыттарсан ватӑскер шутсӑр савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗ мӗн пулнине палӑртнӑ – ҫемье.
95 ҫул тултарнӑ Мария Васильева та Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Кинемей 10 класс пӗтернӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрлекен курса кайнӑ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 34 ҫул. Вӗренекенӗсем ӑна манмаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламланӑ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич Раҫҫейӗн Беларуҫри посолӗн вырӑнне йышӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл Президентӑн суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлес енӗпе тӑрӑшакан ятарлӑ элчи пулать.
Палӑртмалла: Михаил Викторович РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчинче 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ.
Хальлӗхе Михаил Бабичӑн вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха.
РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа «тӳрӗ лини» иртнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ» ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетме йышӑннӑ. Эппин, ҫӗршыв ертӳҫи чӗнсе каланине шута илнӗ.
Халӗ хута каякан ҫурт-йӗре илмелли ипотека 8,75 процентран пуҫланать. Хатӗр ҫуртра хваттер туянма вара 9 процентлӑ ипотека илме май пур. Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли вара – 8,5 процент.
Чӑваш Енре «Патшалӑх пулӑшу паракан ҫемье ипотеки» те ӗҫлет. Ку – иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесем валли. Ку программӑпа ипотекӑна 6 процентпа илме пулать.
Сӑмах май, ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 уйӑхра республикӑра 5771 ипотека илнӗ. Пӗтӗмӗшле сумма – 8,7 миллиард тенкӗ.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйту та пулчӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем Балтика тӑрӑхӗсенчи ҫӗршывсенче вырӑс чӗлхине хӗсӗрленишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.
Латвире вырӑс чӗлхине хӗсӗрленӗшӗн Раҫҫейӗн санкци йышӑнмалла мар-и тесе кӑсӑкланчӗ Алексей Ксенозов ятлӑ ҫын.
Пӗр енлӗ йышӑннӑ мерӑсем лару-тӑрӑва кӑткӑслатма пултарассине пӗлтерчӗ Владимир Путин. Мускав Балтика тӑрӑхӗсенчи ҫӗршывсенчи лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать иккен. Раҫҫей Президенчӗ вӗсенче пурӑнакан вырӑссене «граждан мар» тенинчен тӗлӗнет. Пӗтӗм тӗнчери правӑра ун пек сӑмах та, термин та ҫук терӗ вӑл.
«Евросоюзра этем правине пӑснишӗн вӗсене (сӑмах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Балтика ҫӗршывӗсем пирки пырать. — Авт.) намӑс пуласса шанатӑп», — терӗ Владимир Путин.
РФ Президенчӗ Владимир Путин «тӳрӗ линие» пуҫличчен икӗ минут юлчӗ. Раҫҫей ҫыннисем унран пулӑшу ыйтса видео ӳкреҫҫӗ, ыйтусем яраҫҫӗ. Шупашкарти «Садовый» микрорайонта хваттер пая кӗрсе туяннӑ ҫынсем те Владимир Владимировичран пулӑшу кӗтеҫҫӗ.
Вӗсем видео ӳкернӗ, ӑна Youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. «Хисеплӗ Президент! Пая кӗнӗ ҫынсен ячӗпе пире хваттер уҫҫисене илмешкӗн пулӑшма ыйтатпӑр, мӗншӗн тесен хута каякан 5 ҫурта 1 ҫул та 3 уйӑх кая юлса хӑпартаҫҫӗ. Ҫемьесем тара илнӗ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ, банка ипотекӑшӑн процентсем тӳлеҫҫӗ», - тенӗ видеороликра.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, застройщик строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламасть, пайҫӑсемпе тӗл пулма хирӗҫлет. ЧР Строительство министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Б.Хмельницкий урамӗнчи 17-21 позицири ҫуртсене кая юлса хӑпартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакансем Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин патне видеоҫыру хатӗрленӗ. Ӑна «Контрактра» халӑх тетелӗн «МБОУ «Карачуринская ООШ» Чебоксарского района» (чӑв. Шупашкар районӗнчи «Карачурари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул» муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ) страницӑра ҫӗркаҫ вырнаҫтарнӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ялти шкул ӗмӗрӗ пӗр ӗмӗртен иртнӗ, унӑн тӑрӑмӗ питех те начар. Йывӑҫ стенасем ҫӗрӗшнӗ, никӗс ишӗлет. «Республикӑри тата вырӑнти ертӳҫӗсем пире валли ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ҫӗнӗ шкул туса параймаҫҫӗ. Проект документацийӗ хатӗр, анчах укҫа-тенкӗ ҫук. Стройкӑна икӗ хут та пуҫарнӑ, анчах вӑл кашнинчех чарӑнса ларнӑ. », — тесе пӗлтернӗ видеоҫырура. Шкулта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен, анчах лав вырӑнтан хускалман.
Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ахазов урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тата Эльгер урамӗнчи 13-мӗш ҫурт картишӗнче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартасшӑн, ҫынсем вара ҫакна хирӗҫ.
Ҫав вырӑнти нумай ҫул ӳснӗ йывӑҫсене те касма палӑртнӑ-мӗн. Халӑх вара йывӑҫсене упраса хӑварасшӑн. Вӗсем РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттерекен «тӳрӗ линие» видео ярса парасшӑн.
Видеона ӳкернӗ ӗнтӗ. Ӑна YouTube сайтне ӗнер кӑларнӑ. «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Шупашкарта пурӑнакансем, сиртен 40 ҫул ӳсекен хурӑнсен рашчине упраса хӑвармашкӑн пулӑшу ыйтатпӑр. Вӗсене касасшӑн. «Ахазовский» парк вырӑнӗнче нумай хутлӑ ҫурт тӑвассине эпир хирӗҫ», - тенӗ видеора.
Ҫак ыйтупа ирттернӗ пухура 100 ытла ҫын стройкӑна хирӗҫ алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.