
Вӑрмар районӗнче ваккатпа йӗрке хуралҫи хушшинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Вӑрмар район прокуратури «Республиканская» (чӑв. Республикӑри) ваккатсен коллегийӗн Тӑвай районӗнчи филиалӗн ваккачӗ тӗлӗшпе айӑплав ҫирӗплетсе ӗҫе район судне ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехетсенче вакката РФ Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Пакунлисен куҫӗ тӗлне вӑл ӳсӗр пирки ҫакланнӑ. Полици уйрӑмӗнче ваккат тарӑхнӑ, хирӗҫнӗ, усал сӑмахпа перкелешнӗ пулать. Пакунли асӑрхаттарсан ӑна вӑл икӗ ҫын умӗнче кӳрентернӗ.
Следстви умӗнхи тӗпчев вӑхӑтӗнче ваккат хай айӑпне йышӑнман.

Муркаш районӗнчи Ҫурла Тӑрринчи ҫулӑн хуҫи ҫук. Ҫакна Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче хыпарлаҫҫӗ. Надзор органӗ тата Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑннӑ ялти ҫул хуҫине палӑртас тӗллевпе тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ ялти Воробьев урамӗнчи 1,1 километр тӑршшӗ ҫул хут тӑрӑх никамӑн та шутланмасть иккен.
Ҫул хуҫасӑр пулнине кура ӑна кам тытса тӑмалли те уҫӑмлӑ мар, унта инкек-синкек сиксе тухсан та вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеймӗн.
Раҫҫейӗн Граждан кодексӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫасӑр пурлӑх муниципалитет харпӑрлӑхне куҫмалла. Ӑна ятарлӑ органсенче регистрацилесе харпӑрлӑха илмелле. Ҫак утӑма вырӑнтисем хайсен кӑмӑлӗпе пурнӑҫламаннине кура прокуратура ҫула мунициаплитета суд урлӑ харпӑрлӑха куҫармалла тӑвасшӑн.

Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри шкулсенчен пӗрине надзор органӗ карта тытма хушнӑ.
Хӗрлӗ Чутай район прокуратури асӑннӑ муниципалитетри шкулсенчен пӗринче вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ.
Прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, Мишеркассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул тавралла карта ҫук. Пачах та мар-ха. Пӗр вырӑнта, 15 метр таран, пулман. Карта ҫуккине кура, тӗрӗслевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, шкул лаптӑкне ют ҫынсем ирӗклӗнех кӗрееҫҫӗ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Тӳресем те шкул тавралла, карта кирлех тесе йышӑннӑ. Картана кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тытмалла. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.

Патӑрьел районӗнче Раҫҫее кӳрсе килме юраман панулми сутнӑ. Ӑна прокуратурӑпа Россельхознадзор тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Патӑрьелти пасарта тӗрӗслев пулнӑ. Ун чухне Литва Республикинчен кӳрсе килнӗ 10 килограмм панулми тупса палӑртнӑ. Ун ҫинчи этикетка та ҫимӗҫ ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Анчах фитосанитари тата тавар докуменчӗсем пулман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫимӗҫе туртса илесси пирки акт ҫырнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫченӗсен умӗнче тӗп тунӑ.

Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ Юрий Чайка юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Теллина Ҫӗрпӳ районӗн прокурорне лартнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Дмитрий Теллин 38 ҫулта кӑна, вӑл Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пала Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта Дмитрий Теллин Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин следовательне вырнаҫнӑ. 2003 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Ленин район прокуратурин аслӑ следователӗ, республика прокуратурин преступленисене уҫса паракан пайӗн уйрӑмах яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫлакан следователӗ, Раҫҫей прокуратурин Чӑваш Енри следстви комитечӗн уйрӑмах яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫлакан следователӗ, Чӑваш Ен прокуратурин уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тӑракан пайӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Вӑрмар районӗнчи фермер хуҫалӑхне тытса тӑракан пӗр этем Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствине улталаса хыснаран укҫа илнӗ. Сӑмах май, фермер — районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Ӗҫӗ-пуҫӗ 2016 ҫултах пулнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ минераллӑ удобрени илтӗ тесе суя хутсем хатӗрленӗ имӗш, ҫавна вӑл министерствӑна тӑратса хыснаран 150 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн республикӑри упарвленийӗн тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн фермер укҫана хыснана хӑй ирӗкӗпе тавӑрса панӑ-ха. Апла пулин те депутта-фермер ҫылӑхӗ каҫман. Фермер ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вырӑнти прокурор ӑна ҫирӗплетнӗ те Вӑрмар район судне ярса панӑ.

Раҫҫейӗн тӗп прокуратури регионсенче ҫул ҫитменнисен харпӑр вӑрттӑн информацине саккуна пӑсса пухнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман каласа кӑтартнӑ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Терӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Буксман ачасен харпӑр вӑрттӑн информацине пухнӑ тӗслӗхсене асӑрхани ҫинчен Федераци Канашӗн комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Чӑваш Республикинче, Воронеж тата Мускав облаҫӗсенче коммерци пӗрлӗхӗсем «Ал лаппи» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ачасен ал лапписене ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑрах сӑн ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсем шкулсенче кӳрекен пулӑшусемшӗн электрон мелпе тӳлеме майсем тӑвасшӑн пулнӑ», — ӑнлантарнӑ Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, Александр Буксман пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен биометрика информацине урӑх тӗллевпе те пуҫтарнӑ.

Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ.

Ӗнер Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта уйрӑмах нумай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ объект — «МТВ Центр» суту-илӳпе кану комплексӗ. Унта пушар хӑрушлӑхне пӑснӑ тӗслӗхсене 149 хутчен шута илнӗ. Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче 73 кӑлтӑк палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсавсӑр иккен. Проекта пӑхӑнмасӑрах планировкӑна ылмаштарнӑ. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳпе кану центрӗнче пушара шывпа автомат мелпе сӳнтермелли тытӑма насуссемпе ҫыхӑнтарман, 1-4-мӗш хутсенче тӗтӗме сирмелли тытӑм ӗҫлемен.
«Хальлӗхе тӗрӗсленисенчен Канашри «Империал» суту-илӳ центрӗ ҫеҫ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлет», — тенӗ Станислав Антонов.

Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пурӑнакансем, ҫав шутра кӳкеҫсем те, урамра тепӗр чух тӑракан ырӑ мар шӑрша пӗрре ҫеҫ мар туйнӑ. Хӑнӑхса та ҫитрӗҫ пуль тенӗччӗ те, ҫук иккен. Александр Анисимов ятлӑ ҫын «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне хуптарма ыйтса петици ҫырнӑ.
Асӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ тавралла 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсенче ырӑ мар шӑршӑ тӑнине палӑртнӑ унта. Петрэици авторӗ маларах Роспотребнадзора, прокуратурӑна ҫырнисем усӑ кӳменнине асӑннӑ.
Хапрӑка хупса хума ыйтнине Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ҫырура ҫынсен таса сывлӑшпа сывлас килнине пӗлтернӗ.
Ҫак самантра петицие 175 ҫын алӑ пуснӑ.
