
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта 51 ҫулти арҫын ентешӗн ҫулталӑкри шурӑ сурӑхне вӑрланӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ сарай алӑкне питӗрмен, арҫын кунпа усӑ курнӑ – унта кӗнӗ те выльӑха йӑтса тухнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сурӑх тирне ҫак ҫыннӑн картишӗнче тупнӑ, какайӗ холодильникре выртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуснӑ сурӑха 5 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. Ют ҫын сарайне кӗрсе выльӑх вӑрланӑшӑн арҫынна 1 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакан студент общежитири кӳршин укҫи-тенкине 7 уйӑх (2018 ҫулхи юпаран пуҫласа кӑҫалхи акаччен) сӑптӑрнӑ та сӑптӑрнӑ. 18 ҫулти каччӑ кӳршин банк приложенийӗн парольне вӑрттӑн пӑхса астуса юлнӑ. Хайхискер лешӗ ҫук чухне унӑн телефонне тытнӑ та укҫа-тенке хӑйӗн банк карточки ҫине куҫарнӑ.
Шар курнӑ каччӑ – тӑлӑх. Ӑна патшалӑх пособисем уйӑхсерен панӑ. 18 ҫулти каччӑ вара ҫакна пӗлнӗ ахӑртнех. Вӑл 7 уйӑхра хӑйӗн банк картти ҫине 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тӑлӑх кӑҫал ҫуркунне банк операцийӗсен историне пӑхнӑ та укҫа-тенке сӑптӑрнине тинех ӑнланнӑ.
Студент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хӑй вӑрланӑ укҫана тӑлӑха тавӑрса панӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти кинемей ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче Шупашкарти право хуралҫисем патне персе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл 20 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнине евитленӗ.
Ҫав кун вӑл Шупашкарти банксенчен пӗринчи банкоматра укҫа илнӗ. Урама тухса ун патне пӗр арҫын утса пынӑ. Алӑри укҫа тӗркине кӑтартса мул тупнине ӗнентернӗ. Укҫана кинемее те пама хирӗҫ мар-мӗн. Ватӑ ҫын ӗненнӗ те савӑннӑ курӑнать. Палламан арҫынпа вӗсем ҫын ҫӳремен вырӑна пӑрӑннӑ. Ҫав самантра вӗсем патне тепӗр арҫын персе ҫитнӗ. Ҫухалнӑ укҫа унӑн-мӗн. Паллӑ тунӑскер. Кинемее вӑл сумккине кӑтартма ыйтнӑ. Ватти турткалашса тӑман.
Палламан арҫынсенчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кинемей 20 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Ватӑ шухӑшланӑ тӑрӑх, сумкӑна ухтарнӑ хушӑра вӑрӑсенчен пӗри укҫана кӗсьерен кӑларса илме пултарнӑ.
Нумаях пулмасть преступниксене Тутарстанра тытса чарнӑ. Вӗсем ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчен пӗринчен иккен. Ҫынсене унччен те ултанланӑскерсем маларах судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ.

Ҫынсем Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ храма таса чунпа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа унта усал шухӑшлӑ вӑрӑ та пырасси пирки шуламаҫҫӗ ахӑртнех. Юлашки вӑхӑтра храмра вӑрланӑ виҫӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Виҫҫӗшӗнче те вӑрӑ пӗрешкел майпа хӑтланнӑ.
Ҫак преступленисене Шупашкарта пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 51 ҫулти хӗрарӑм тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Служба пынӑ вӑхӑтра вӑл храма килнӗ ҫынсен сумкисене, рюкзакӗсене йӑкӑртнӑ. Полицейскисем ӑна шӑпах вӑрланӑ вӑхӑтра тытса чарнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен вӑл йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланман. Халӗ хӗрарӑмӑн ирӗклӗн тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑрланӑ япаласене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.

Шупашкарти полицейскисем Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче манса хӑварнӑ телефона илнӗ ҫынсене шыраҫҫӗ.
Карас телефонне пӗр хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче, пӑрахса хӑварнӑ. Ӑна вӑл ача-пӑча пушмакӗсен курупкисем патне хунӑ. Унтан телефона илмесӗрех тухса утнӑ. Телефон ҫуккине аса илсен право хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Пакунлисем телефона йӑтса кайнӑ ҫынсене шырама пуҫланӑ. Вӗсем суту-илӳ центрӗнчи тата лавккари видеокамерӑсенче мӗн сӑнланнине тишкернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем телефона пӗр ҫамрӑк мӑшӑр йӑтса тухса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Видеора сӑнланнӑ мӑшӑр пирки 24-07-71 или 24-09-88 номерсемпе шӑнкравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Видеопа ҫак каҫӑпа http://hypar.ru/ru/sotrudniki-policii-ishchut-molodyh-lyudey-zabravshih-chuzhoy-mobilnyy-telefon-iz-torgovogo-centra иртсе паллашма пулать.

Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна Шупашкарта карас телефонӗсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл 33 карас телефонне пӗҫертнӗ иккен. Тӑкака 600 пин тенкӗпе танлаштараҫҫӗ.
Карас телефонӗсене сутакан суту-илӳ точкисенчен пӗрне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ. Лавкка Шупашкарти Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Карас телефонӗсемлӗ хутаҫа ярса илнӗ те вӑрӑ вырӑнтан тапса сикнӗ. Лавккана хураллакан предприяти ӗҫченӗсем ҫитнӗ ҫӗре хайхи ҫухалнӑ.
Право хуралҫисем вӑрӑ такси тытнине, вӑл хостелсенчен пӗринче ҫӗр каҫнине палӑртнӑ. Кӑштахран ӑна М-7 автоҫул ҫинчи кафере тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 32 телефон пулнӑ.
Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ-мӗн. Ӑна ҫӗршывӗпех шыранӑ.

Пӗр арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти микрозайм офисне питне маска тӑхӑнса, ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хайхискере укҫа кирлӗ пулнӑ-мӗн – унта ӗҫлекен хӗрарӑма сейфа уҫса кӑтартма, нухрата кӑларса хума хушнӑ.
Анчах хӗрарӑм ҫухалса кайман: унӑн сейф уҫҫи ҫуккине пӗлтернӗ, кун вырӑнне арҫынна кредит илме сӗннӗ. Вӑрра кӗнӗ арҫын нимсӗрех тухса утнӑ. Микрозайм ӗҫченӗ вара арҫын пирки полицие часрах пӗлтернӗ.
20 ҫулти каччӑна темиҫе уйӑхран Ярославльте тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫамрӑкскер ҫав кун савнийӗ патне урӑх хулана кайма тухнӑ-мӗн, анчах укҫи пулман. Ҫавӑнпа вӑл микрозайм офисне ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку тӑрук пулса тухнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, каччӑна арестленӗ. Ӑна куншӑн 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫамрӑка тӑр кӑнтӑрла ҫаратнӑ. Унти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 18-ти каччӑн карас телефонӗн наушникне ҫамрӑк арҫын туртса илнӗ.
Хаклӑ япаласӑр (наушник 1700 тенкӗ ытларах тӑраканскер пулнӑ) юлнӑ ҫамрӑк ҫӗтсе кайман — пакунлисене ҫийӗнчех шӑнкӑравласа систернӗ.
Патрульпе пост служби вырӑна пырса ҫитсен каччӑ хӑйне кӳрентернӗ ҫамрӑк арҫын пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл лешӗн хӑрах аллине бинтпа чӗркенине те асӑрханӑ. Шӑпах ҫав алӑ усал шухӑшлӑ ҫын йӗрӗ ҫине тухма пулӑшнӑ та.
Йӗрке хуралҫисем административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ 29 ҫулти ҫамрӑка темиҫе кун каялла тытса чарнине аса илнӗ. Ун патне килне каяҫҫӗ те, наушника ҫаратаканни ҫав арҫын пулни ҫиеле тухать.

Пӗр арҫын Шупашкарти Раҫҫей почтин уйрӑмне кӗрсе унти ӗҫченсене тортпа хӑналани, унтан сейфран 800 пин тенкӗ вӑрлани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Вӑрра тытса чарнӑ ӗнтӗ. Ӑна Мӑкшӑ Республикинчи хӑна комплексӗнче ярса илнӗ.
Ҫак арҫын 1961 ҫулта ҫуралнӑскер, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. Хайхискер почтӑран кӑна мар укҫа йӑкӑртнӑ иккен. Вӑл Саранскри пӗр патшалӑх учрежденийӗнчен те сумка йӑкӑртнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сумкӑра вара 113 пин тенкӗ пулнӑ.
Арҫын сумка вӑрланине йышӑннӑ. Вӑл почта уйрӑмӗнчен 800 пин тенкӗ йӑтса тухса кайнине те палӑртнӑ. Ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Гузовски урамӗнчи Раҫҫей почтин уйрӑмне арҫын торт йӑтса кӗнӗ. Хайхискер унти ӗҫченсене савӑнтарассишӗн мар, усал шухӑшпа пынӑ иккен.
Арҫын почтӑна кӗрсен унта ӗҫлекенсене тортпа хӑналанӑ. Хӑй вара сейф уҫҫи ҫавӑнтах пулнине куҫ хӗррипе асӑрханӑ. Вӑт ҫапла арҫын шанчӑка кӗнӗ, унтан почта ӗҫченӗсем сиссе юличчен сейфран 800 пин тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын почта уйрӑмне унччен те кӗркеленӗ, хӑйӗнпе пысӑк компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Халӗ ҫав арҫынна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах почта уйрӑмӗн ӗҫне витӗм кӳмен, вӑл ҫаплипех ӗҫлет.
