
Красноармейски районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: халӗ ҫав этем социаллӑ учрежденире ӗҫлемест ӗнтӗ.
Асӑннӑ учрежденире пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ ҫын аллинче ватӑ ҫыннӑн банк картти пулнӑ. Вӑл ун ҫинчен 119 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫана 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен хӑйӗн туса пурӑннӑ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн йыттине ҫухатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: хӗрарӑм хаски йытта хӑй ӗҫлекен кафе умне кӑкарса хунӑ. Кайран пӑхать те — йытӑ ҫук. Хӗрарӑм йытӑ ҫухлани пирки пакунлисене пӗлтерет, лешсем пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ.
Ҫав йытта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи полици уйрӑмӗ умӗнче асӑрханӑ, ӑна пакунлисем хӑйсем патне илсе кӗртнӗ.
Кӑкарса хунӑ йытта пӗрле пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑмпа арҫын вӗҫертсе кайнӑ. Киле вӗсем таксипе каяс тенӗ. Машина кӗтсе тӑнӑ хушӑра йытӑ тарса ҫухалнӑ.
Хӗрарӑм судра ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, йытта вӑл нушалантараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ пулать.
Суд арҫынпа хӗрарӑма 5-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Шупашкарти спорт шкулӗсенчен пӗринче иртнӗ баскетбол матчӗ хыҫҫӑн Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ҫамрӑкӑн наушник ҫухалнӑ.
8 пин тенкӗ ытла тӑракан хаклӑ япалана студент раздевалкӑра хӑварнӑ. Унтан чи кайран унпа пӗрле вӗренекен каччӑ тухнӑ.
Япала ҫухатнӑ ҫын тӗшмӗртни тӗрӗсех пулнӑ. Чӗмпӗрти каччӑ наушника комисси лавккине кайса панӑ. 21 ҫулти каччӑ унччен судпа айӑпланман. Тӑкака вӑл пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Суд каччӑна 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫынна мотоцикл вӑрланӑшӑн суд тунӑ. Унӑн халӗ 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Ҫак арҫын хӑйне никам та курманнипе усӑ курса 20 пин тенкӗ тӑракан мотоцикл туяннӑ.
Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ. Вырӑнтан характеристика лайӑх пулнипе, полицие хӑй пынипе суд ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын хӗлле никам та пурӑнман ҫурта чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унтан вӑл электроплита, тимӗр профильсем тата пӑтасем вӑрланӑ. Пӗтӗмпе - 3 пин тенкӗлӗх. Хайхискер урайне пирус тӗпӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Ку кӑна мар, вӑл "пысӑккипе" ҫавӑнтах тула кайнӑ.
Ҫак биологи материалӗсемпе шыраса тупнӑ та ҫав арҫынна. Экспертиза ку ӗҫе вӑл тунине ҫирӗплетнӗ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ. Вӑл пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пыл туяннӑ. Тавара хваттерех пырса панӑ.
Хайхи сутуҫӑ кайсан кил хуҫи 700 пин тенки ҫухалнине асӑрханӑ. Кайран аса илех кайнӑ: сутуҫӑ банкӑна пушатма ыйтсан кил хуҫи ҫав ӗҫпе кӑштӑртатнӑ. Ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ хваттерти 700 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Ставрополь крайӗн арҫыннине часах ярса тытнӑ. Полицейскисем ку тӗллевпе ятарласа командировкӑна кайнӑ. 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын киленӳ илес тесе хӗр чӗннӗ. Анчах шутласа хуни пурнӑҫланайман - вӑл ҫывӑрса кайнӑ.
Вӑраннӑ та - килте укҫа ҫук. Машина сутнӑ укҫана - 350 пин тенке - такам йӑкӑртса тухса кайнӑ. Кам? Арҫын шухӑшӗпе, кана ҫав хӗр тума пултарнӑ.
26 ҫулти хӗре Мускавра тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫее Африка ҫӗршывӗнчен саккуна пӑсса килни паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен вӑлча вӑрланӑ. Ленинла Комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ магазинтан 25 банка хӗрлӗ вӑлча ҫухалнӑ. Укҫа ҫине куҫарса шутласан, тӑкак 10 пин тенке яхӑн ларнӑ.
Пӑтӑрмах пирки сутуҫӑсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пакунлисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халь йӗри-тавра камерӑсем лараҫҫӗ те, часах вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл 22 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пакунлисене хайхискер питӗ ӳкӗннине пӗлтернӗ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫынна тӳрех ӗненсе лартма васкамаҫҫӗ те, каччӑ кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Кадыков урамӗнчи лавккаран тӗрлӗ тавар 6 пине яхӑн тенкӗлӗх вӑрлани ҫиеле тухнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарти полицейскисем "Вихрь" перфоратор йӑтса утакан арҫынна асӑрханӑ та ӑна тытса чарнӑ. Вӗсем инструмент камӑн пулнипе кӑсӑкланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн документсем пулман.
Куславккара ҫуралса ӳснӗ 28 ҫулти арҫын, судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑскер, перфоратора тӑванӗсенчен вӑхӑтлӑха илнине каланӑ. Анчах кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 1 сехет каялла вӑл ӑна Хевеш урамӗнчи хваттертен илсе тухнӑ-мӗн. Унсӑр пуҫне телефон, кроссовка, духи йӑкӑртнӑ. 40 ҫулти кил хуҫине 5 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Ҫӗрпӳре лавкка вӑррисене ӑнсӑртран тытса чарнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫул урлӑ правилӑсене пӑсса каҫакан икӗ арҫынна асӑрханӑ. Ҫитменнине, вӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Хайхи арҫынсем - Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан. Вӗсен кутамккинче апат-ҫимӗҫ, эрех пулнӑ.
Каярахпа ҫакна палӑртнӑ: 20-ри тата 34 ҫулти арҫынсем апат-ҫимӗҫе Ҫӗрпӳри супермаркетран вӑрланӑ. Пӗтӗмпе - 2 пин тенке яхӑн.
Ҫак арҫынсем Шупашкарти лавккасенчен те вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
