Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: грипп

Сывлӑх

«Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ.

Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

Ку хӑрушлӑх кӳршӗ Тутар Республикинчи Лаишево районӗнчен килет. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унти пӗр кайӑк-кӗшӗк комплексӗнче А грипӗн вирусӗн геномне тупса палӑртнӑ. Чире пула 5 пин кайӑк-кӗшӗк вилнӗ. Комплексра вара пӗтӗмпе 450 пин пуҫ.

Ҫавна май Тутарстанран килекен ҫӑмартасене тӗрӗслеме хушнӑ. Вируса тупса палӑртсан продукцие сутма чарасшӑн тата кун пирки Патшалӑх ветеринари службине пӗлтермелле. Кунсӑр пуҫне профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41595
 

Сывлӑх

Иртнӗ эрнере 11 235 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, ытти чухнехипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — ачасем.

Чӑваш Енре чирленине пула 8 пин ытла ача шкула ҫӳремест. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Иртнӗ эрнере 305 чирлӗ ҫынна ОРВИ тата грипп диагноз лартса пульницӑна вырттарнӑ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлекенсен йышӗ нумай. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 420 ҫыннӑн грипп пулни палӑрнӑ.

Шупашкарта 7 шкул карантина хупӑннӑ. Пӗтӗмпе 6314 ача вӗренмест. Хӑш-пӗр тӑрӑхра класӗпех вӗренме ҫӳремеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 1 класс, Ҫӗмӗрле хулинче — 3 класс, Шупашкар районӗнче — 11 класс.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40005
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.

Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ.

Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ.

Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39723
 

Сывлӑх

Грипп тата ОРВи анлӑ сарӑлнӑ май Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкул карантина хупӑннӑ. Кун пирки Ропотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.

Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13–19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 6 306 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Вӗсен 60 проценчӗ — 18 ҫул тултарман ачасем.

Кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш эрнинче 200 чирлӗ ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Чирлекенсен йышӗ нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Шупашкарти 2 шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 шкулта темиҫе класс вӑхӑтлӑха вӗренмест, Муркаш районӗнчи 1 ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39458
 

Сывлӑх

Юлашки кунсенче ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Кунашкалли чылай ҫул пулман. Иртнӗ эрнере 4666 ҫын чирлесе ӳкнӗ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чирлекенсен йышӗ самай нумайланнӑ. Чирленин кӑтартӑвӗ ытти ҫултинчен 1,5 хут ӳснӗ.

Чирлекенсен 50 проценчӗ — 17 ҫул тултарманнисем. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере чирлекен ҫынсем ытларах. Аптӑраса ӳкнисен 5,6 проценчӗ стационарта сипленнӗ. Ыттисем амбулатори мелӗпе чире парӑнтарнӑ.

Иртнӗ эрнере 264 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 215-шӗ — ачасем. ОРВИпе чирлӗ 85 ҫынна лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ. 29 ҫыннӑн вирус пуррине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39244
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре ОРВИ тата грипп тӗлӗшпе лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра карантин пулнине палӑртнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне 614 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 444-шӗ — ачасем тата 17 ҫул тултарман ҫамрӑксем. Ҫав кун тӗлне аслӑ ӑрури 3 ҫынна тата 18 шӑпӑрлана пульницӑна вырттарнӑ.

Чирлӗ ҫынсем йышланнӑран Чӑваш Енри тӗп санитари тухтӑрӗ карантин палӑртма йышӑннӑ. Вирус ан ҫаклантӑр тесен специалистсем маскӑпа ҫӳреме, ҫанталӑкпа килӗшӳллӗн тумланма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39151
 

Сывлӑх

ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. 15 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче уйрӑмах нумаййӑн чирлеҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 6 251 ҫын чирлӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем пӗлтереҫҫӗ.

Юлашки 4 эрнере 15 ҫултан аслӑраххисем ытларах тертленнине тупса палӑртнӑ: 29,5 процент ытларах. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем уйрӑмах нумаййӑн чирлеҫҫӗ.

Лаборатори тӗпчевӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 4 ҫыннӑн — сысна грипӗ. Пӗрин — В ушкӑнри вирус тата парагрипп, виҫҫӗшӗн — парагрипп вирусӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38570
 

Сывлӑх

Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре 6466 ҫын ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Ку, иртнӗ ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 2,6 процент нумайрах.

Чӳк уйӑхӗн варринчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлекенсен йышӗ 17 процент ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен 64 проценчӗ — 17 ҫул тултарман ачасем. Ҫак тапхӑрта 151 ҫынна ОРВИпе пульницӑна вырттарнӑ.

Ытларах Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 8 пациентӑн парагрипп, 3-шӗн аденовирус пулни паллӑ.

 

Сывлӑх

Хӗле хирӗҫ гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе тухтӑрсем чан ҫапмаҫҫӗ пулин те сисчӗвленмелли сӑлтав пур. Республикӑра 7 пин ытла ҫын чирленӗ. Ытти ҫулпа танлаштарсан, кӑтарту пысӑкрах.

Иртнӗ эрнери кӑтартупа танлаштарсан вара хисеп чакнӑ — 5,4 процент сахалрах. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 17 ҫул тултарман ачасем сахал мар: чирлисен 72,5 проценчӗ.

Лабораторире 9 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 3-шӗн — парагрипп вирусӗ, пӗрин — аденовирус.

Чирлес мар тесен тухтӑрсен сӗнӗвӗсене шута илмелле. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Ҫын кӗпӗрленекен вырӑнтан пӑрӑнма тӑрӑшмалла. Хамӑра хамӑр упрамаллах…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37074
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть