Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти В.И. Чапаев скверне йытӑ-кушака хӳтӗлекенсем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйине хытарма, тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ петицисенче алӑ пусма ыйтнӑ. «Эпир ҫакна тивӗҫ мар», «Пирӗн те пурӑнас килет» йышши лозунгсемпе пӗрлех ҫакскерсем Хабаровскра чӗрчунсене шар кӑтартакан икӗ хӗре пуҫиле майпа айӑпламалли йышши плакатсем ҫырса тухнӑ.
Йытӑ-кушак пусса ҫиекенсем пирки Пӗрремӗш каналпа темиҫе кӑларӑм кун ҫутти курнӑччӗ. Ун пек кӑларӑмсене пырса сурчӑк сирпӗтсе лараканнисенчен хӑшӗсем ахаль чухне, кӳршӗ-аршӑ пусса ҫиеҫҫӗ тенине илтмӗш пулса пурӑннӑскерсемех. Кайран кӑна, хӑйсен чӗрчунӗ ҫухалсан, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑласла кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ.
Йытӑ (кушакӗ пиркиех илтсех кайман та) пусса ҫиекенсем ӗлӗкех пулнӑ. Туберкулезран сиплет тенӗрен ҫапла тунӑ хӑшӗсем. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем ку шухӑша пачах ырламаҫҫӗ, пустуй сӑмах тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑн та, РФ Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйи чӗрчунсемпе тискеррӗн тытакансене явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Статьяна ӑнлантарса панинче тискерлӗх мӗнне ӑнлантарнӑ: ури, хӳрине татса илни, тирне сӳни тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр хӑтланкаларӑш.
Хабаровскра пулса иртнӗ пӑтӑрмах тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн ӗнер Раҫҫейри чылай хулара кушаксемпе йытӑсене хӳтӗлеме ыйтса митингсем иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та.
В.И. Чапаев скверӗнче пухӑннисем хӑйсен сӑмахӗнче Пуҫиле кодексӑн 245-мӗш статьине вӑйлатма, тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ петицисенче алӑ пусма ыйтнӑ. Пухӑннисен йышӗнче ытларах ҫамрӑк хӗрсемпе хӗрарӑмсем пулнӑ, вӗсене йытӑсемпе кушаксене хур кӑтартни ытларах пӑшӑрхантарнӑ.
Чӗрчунсене асаплантарни, паллах, ытларах хуласенче тӗл пулать. Тискер тӗслӗхсем ялсенче те пулкалаҫҫӗ-ха, анчах та мӗн пӗчӗкрен килти выльӑх-чӗрлӗхпе пӗрле ӳсекенсем вӗсене ҫав-ҫавах асаплантармаҫҫӗ, ытларах хӑйсен тусӗсем пек йышӑнаҫҫӗ. Ҫакна пулах пулӗ, тав Турра, Шупашкарта Хабаровскри хӗрсем евӗр тӗслӗхсем ҫук.
Социаллӑ реабилитаци центрне тӑватӑ ураллӑ туссем килнӗ. Ҫӗпӗр хаски йытта ачасем хаваспах кӗтсе илнӗ.
Йытӑсем Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ центрта хӑна пулнӑ. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансем хаскисене ачашланӑ. Ку ыркӑмӑллӑх акцине «Пурнӑҫ ҫулӗ» фончӗ ирттернӗ.
Ачасем йытӑпа хутшӑнса вӗсенчен хӑрама пӑрахаҫҫӗ. Лео тата Джулия ятлӑ йытӑсем ачасем ачашланинчен киленнӗ.
Шӑпарлансем ачасене курсан интереслӗ ыйтусем панӑ. Йытӑсене ҫуралнӑ кунпа мӗн парнелеҫҫӗ?
Вӑрмар ял тӑрӑхӗ йытӑ усракан ҫынсене хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсене кӑкарса тытма чӗнсе калать. Хальхи вӑхӑтра унта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассипе ҫине тӑма тытӑннӑ. Капла тума тӳре-шарана поселокра пурӑнакансем хӑйсем темиҫе хут та ыйтнӑ.
Урам тӑрӑх хуҫа евӗр саркаланса чупса ҫӳрекен ҫак чунсем ача-пӑчана та, ваттисене те, вӑй питтисене те хытах шиклентереҫҫӗ. Ара, йытӑ ӑсне пӗлеймӗн. Тепӗр ҫӗрте ача-пӑчана тапӑнса хытах суранлатни, вӗлерни пирки те илтме тивет.
Инкеке кӗтсе лариччен хуҫасӑр йытӑсене персе пӑрахни аванрах. Анчах пӑшаллисен аллине хуҫаллисем те ҫакланма пултараҫҫӗ. Апла ан пултӑр тесен йытӑсене урам тӑрӑх чуптарса ҫӳретмелле мар — кӑкарса усрамалла: йытӑ киле хураллатӑр.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино ялӗнче нимӗҫ овчарки вӑрӑ ҫулӗ ҫине лекме пулӑшнӑ.
Унти ял лавккине пӗр каҫхине такамсем чӳречерен кӗрсе апат-ҫимӗҫ ҫаклатса тухнӑ. Чӗнмен хӑнасем ҫимеллипе пӗрлех пылак апата та илнӗ, эрех-сӑра таврашне те тиркесе тӑман. Лавкка хуҫи йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, кукӑр ӑллисем 20 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Вӑрра шырама йӗрке хуралҫисем хӑйсен шанчӑклӑ тусне, «Мухтар» ятлӑ нимӗҫ овчаркине ертсе кайнӑ. Лавккана вӑрӑ чӳрече тимӗр решеткине касса кӗнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине кинологпа йытӑ часах лекнӗ. Пӗр километр шыраса кайсан вӗсем ялти пӗр киле пырса ҫитнӗ. Унта вӑрланӑ пурлӑха асӑрханӑ та. Пӗр пайне кил хуҫисем пахчана тухса пытарнӑ.
Кил хуҫийӗ 35 ҫулти, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ун патӗнче хӑй пекех тахӑҫан суд тенкелӗ ҫинче пулнӑ хӑнасем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Етӗрне районӗнченех пырса ҫитнӗ. Эрех пӗтсе ҫитсен ҫавсем ялти лавккана ҫаратма шутланӑ.
Ӳркенменнисем, пуҫа ун пек те, кун пек те ӗҫлеттерекеннисем тем тӗрлӗ конкурс та шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Кашни ӑмӑртӑвӑн хӑйӗн тӗллевӗ.
Шупашкар 500 ҫуллӑх паркӗ тата Спортӑн кинологи енӗсен «Лидер» клубӗ йытӑсене ӑмӑрттарать. Кӑҫалхипе пуҫласа мар-ха. Унчченех ун йышшине йӗркелеме тытӑннӑ.
Ҫулсерен ирттерекен дог-шоуна ҫу уйӑхӗн 29-мӗшенче йыхравлаҫҫӗ. Унта хитре йытӑсене тата вӗсен пултарулӑхне палӑртма шантараҫҫӗ.
«Енчен сирӗн йыттӑр титулсемпе хисеплӗ ятсемсӗр, анчах вӑл сирӗншӗн чи хитри те пултарулли пулсан, «Барбос кубокӗ-2016» — унӑн ҫӑлтӑрлӑ сехечӗ», — ҫапла илӗртмелле хыпарланӑ Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантаракан управленийӗ хайӗн сайтӗнче. Пурне те парнесемпе хавхалантарма шантарнӑ.
Куҫ курман ҫын, шел те, нумай. Пирӗн республикӑра та пур унашкаллисем. Шупашкарта пурӑнакан Артем та илемлӗ тавралӑха курса киленеймест.
Нумаях пулмасть Артем хӑйӗн валли ҫӗнӗ тус тупнӑ. Вӑл — йытӑ. Тӑватӑ ураллӑ тус Артема ертсе ҫӳреме пулӑшӗ.
Людвиг лабрадора сӑнав валли поводырьсем хатӗрлекен центрта воспитани панӑ. Артем кунашкал йытӑн пӗрремӗш хуҫи пулса тӑнӑ. Центрта ҫулсерен ҫынсене пулӑшакан 60 яхӑн чӗрчуна вӗрентеҫҫӗ. Анчах Людвиг ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл куҫ курманнисене, хӑлха илтменнисене пулӑшать.
Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисемшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн кунашкал ҫынсене пулӑшакан йытӑсене ытларах хатӗрлеме тытӑнӗҫ.
Сӑмах май, Раҫҫейре куҫ курман, хӑлха илтмен 15 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Шупашкарти кинологсем ачасене йытӑсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку — ЧР ШӖМӗпе ун ҫумӗнчи общество канашӗн пӗрлехи проекчӗ. Вӑл «Тӑватӑ ураллӑ туса воспитани пар» ятлӑ. Вӑл ачасене йытӑпа пӗр чӗлхе тупма пулӑшать. Ара, чылай шӑпӑрлан тӑватӑ ураллӑ тус тупма ӗмӗтленет-ҫке-ха. Теприсен йытӑ пур ӗнтӗ.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта 1-мӗш класра ӑс пухакан ачасем кинологи центрне ҫитсе курнӑ. Пӗрремӗш занятие полици капитанӗ Мария Зверева ертсе пынӑ. Вӑл йытта мӗнле пӑхмаллине, тӗсне мӗнле суйламаллине, ҫурасене воспитани мӗнле памалине каласа кӑтартнӑ.
Тепӗр заняти ака уйӑхӗнче иртӗ. Ун чухне практика иртӗ, ачасем дрессировка вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗ ҫӑпкаланчӑк йытӑсене тытма хатӗрленет. Кӑҫал ку тӗллевпе 300 000 тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Укҫана хула тата республика хыснисенчен парӗҫ. Хальлӗхе ҫапкаланчӑк 179 чӗрчуна тытма палӑртнӑ. Подрядчик вӗсене тытать кӑна мар, вӑхӑтлӑх усрӗ те. Бригадӑсем заявка парсан вырӑна ҫитеҫҫӗ. Ҫынсене тапӑнакан, чирлӗ чӗрчунсене заявка панӑ хыҫҫӑн пӗр талӑкра тытмалла.
Чӗрчунсене ачасен умӗнче тытма юрамасть. Ятарлӑ бригадӑн йытӑсене хваттере, картише кӗрсе те илсе тухмалла мар.
Чӑваш Енре аптекӑна тивертсе яракана… йытӑ шыраса тупма пулӑшнӑ. Вӑл полицейскисене ирсӗр ҫын йӗрӗ ҫине ӳкме пулӑшнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Етерне хулинче аптека ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хатӗр-хӗтӗре, эмелсене, сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Специалистсем аптекӑна такам чӗртсе яма пултарнине палӑртнӑ.
Вырӑна оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ. Ҫав йышра Блэк ятлӑ йытӑ та пулнӑ. Йытӑ хурах йӗрӗ ҫине ӳксе полицейскисене ҫурт патне илсе ҫитерекен сукмакпа ертсе кайнӑ. Унти пӗр хваттерсенчен пӗринче унччен те судпа айӑпланнӑ, Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне преступлени йӗрӗсӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.