
Ял тӑрӑхӗсенче ҫурт-йӗре комплекслӑ, пӗр вырӑнарах тӑвас тата вӗсене хӑтлӑлатас тӗлӗшпе пурнӑҫа кӗртекен пилот проект малалла тӑсӑлать. Нарӑс пуҫламӑшӗнче программӑна хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсем тӑратнӑ хутсен пуххине Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин комиссийӗ тишкернӗ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Вӗсем камсем-ха? Министерствӑн инвестици тата ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн пайӗн ертӳҫи Светлана Александрова хуравлать.
— Ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура ҫурчӗпе шкул директорӗсем комисси йышӑнӑвне чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ. Мӗн пӗлтеретӗр?
— Кӑҫал конкурса мӗн пур районти 70 ял тӑрӑхӗ проект тӑратрӗ, — терӗ Светлана Михайловна. — Иртнӗ ҫулсенче комисси ӗҫне Экономика тата Ҫурт тӑвӑм министерствисене явӑҫтарнӑ. Хальхинче Ял хуҫалӑх министерстви кӑна йӗркелерӗ, мӗншӗн тесен малашне ялсенче ҫул тӑвасси ҫак проект картинче пулса пымӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ен хыснинчен 55 млн тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ. 35-шне вӗренӳ учрежденийӗсем, 20-шне культура ҫурчӗсем илӗҫ.
— Хӑш муниципалитетсен проекчӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗллевӗсене тивӗҫтерет тесе пӗтӗмлетнӗ?
 
 Шупашкарти Калинин урамӗн 80 ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Гараж» мастерской ачасем валли ятарлӑ уроксем уҫнӑ — «Бум!» клуб йӗркеленӗ. Унта 4,5-7 ҫулхи ачасем пыма пултараҫҫӗ. Укҫалла, пӗрремӗш урокӗ — тӳлевсӗр (малтан ҫырӑнмалла). Уроксем кашни вырсарникун, эрнере пӗр хут иртеҫҫӗ.
Енчен те эсир хӑвар ачӑрӑн пултарулӑхне аталантарас килет пулсан — ҫак клуба ҫырӑнтарма пултаратӑр. Ачасем унта ӳкерӗҫ, апликацисем тӑвӗҫ, мӗн те пулин ӑсталӗҫ.
Ҫырӑнмалли телефонсем: 8-927-996-06-70 (Катя), 8-927-386-51-87 (Надя). Контактри ушкӑн — Club21839397.
ХК: Парнесем валли «Гараж» мастерскойӗ картин рамисене хӑвӑрт тата вӑхӑтра туса панӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр.
