Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: колонисем

Республикӑра
saransk.bezformata.com сайтри сӑн
saransk.bezformata.com сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ та… укҫасӑр тӑрса юлнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав арҫынпа тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ. Хайхи савни унран банк карточкин реквизичӗсене ыйтнӑ. Хӗрарӑм шухӑшласа тӑмасӑрах даннӑйсене ҫырса янӑ.

Арҫын ҫийӗнчех унӑн карточки ҫинчи укҫана вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 50 пин тенке яхӑн. Хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл – Тутарстанри пӗр колонире ларакан 28 ҫулти арҫын-мӗн. Вӑрӑ йӗрне тупсан вӑл хӑйех айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66783
 

Хулара
ivanovo.sm-news.ru сайтри сӑн
ivanovo.sm-news.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Хуҫи ҫакна асӑрхасан карточкӑна блокировка тунӑ.

31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Карточкӑна унӑн пӗлӗшӗ тупнӑ. Ӑна ҫак арҫынна панӑ. Ку вара лавккасене кайса укҫана тӑкакланӑ. Ҫапла майпа вал 6 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хуҫи блокировка тусан ҫеҫ карточкӑпа усӑ курайман.

Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Арҫынна 8 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65195
 

Сывлӑх
news.allcrimea.net сайтри сӑн
news.allcrimea.net сайтри сӑн

Чӑваш Енре юсанмалли колонисенче ларакансем медицина маскисем ҫӗлеме тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку ӗҫ мӗнле пырать-ха?

Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Робота пӗлтернӗ тӑрӑх, маскӑсем ҫӗлемелли пусмана ку эрнере илсе килмелле. Вӑл ҫитсенех айӑпланнӑ ҫынсем ӗҫе пикенӗҫ – медицина маскисем ҫӗлеме пуҫлӗҫ.

Антисептиксемпе дезинфекцилемелли хатӗрсене халӗ туянма пулать-и? Унччен аптекӑсенче шыраса тупма ҫукчӗ, ҫынсем туянса пӗтернӗччӗ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем халӗ аптекӑсенче пур. Вӗсем сахалтан та 11,3 тенкӗ тӑраҫҫӗ.

Сӑмах май, унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпланнӑ ҫынсем ҫӗленӗ маскӑсем аптекӑсенче ку эрнере тухмалла пулнӑ.

 

Республикӑра
ru.sputnik.md сӑн
ru.sputnik.md сӑн

Чӑваш Ери пӗр колонире айӑпне каҫарттаракан хӗрарӑма киле отпуска янӑ. Ахальтен мар – ҫитӗнӳсем тунӑшӑн.

Ҫак хӗрарӑм айӑпланнӑ хӗрарӑмсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «А ну-ка девушки» пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна киле 12 кунлӑха яма йышӑннӑ. Хӗрарӑм хӑй Тутарстанран.

Хӗрарӑм патне ашшӗ килнӗ. Тӗлпулура савӑнӑҫ куҫҫулӗсӗр пулман. Ашшӗ хӗрне киле илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63052
 

Республикӑра
izhevskinfo.ru сайтри сӑн
izhevskinfo.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти арҫынна суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫынна темиҫе преступленишӗн айӑпланӑ. Вӑл тӑван мар икӗ ывӑлне, 9 тата 11 ҫулти ачасене, хӗненине, вӗсен сывлӑхне йывӑр сиен кӳнине палӑртнӑ. Арҫын пӗчӗкскерсене вӗлерессипе те хӑратнӑ. Вӑл арӑмне те хӗненӗ. Ҫитменнине, вӑл ун тӗлӗшпе палӑртнӑ административлӑ надзора пӑхӑнман.

Суд арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Арӑмӗ халӗ унран уйрӑлма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63030
 

Республикӑра
УФСИН тунӑ сӑн
УФСИН тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колонире тимӗр ещӗкре «вӑрттӑн вырӑн» тупнӑ. Вӑл учрежденири промышленноҫ зонинче пулнӑ.

Ещӗке уҫсан унта кӗсье телефонӗсем тупнӑ. Пӗтӗмпе – 39 телефон. Ҫавӑн пекех зарядка тумалли 20 хатӗр, штекерсем, 4 аккумулятор, кабель, наушник пулнӑ. Ку кӑна мар, телефонсемпе пӗрле «Саф-момент» ҫӗпре те пытарнӑ.

Ҫак япаласем колони территорине мӗнле майпа лекнӗ? Следовательсен ҫакна уҫӑмлатма тивӗ. Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ пулӗ.

 

Республикӑра
mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн
mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енри пӗр колони ӗҫченӗ унта ларакан арҫынна тартнӑшӑн явап тытнӑ.

Ӗҫ-пуҫ пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Колони ӗҫченӗпе айӑпланнӑ арҫын ӗҫрен таврӑннӑ. Хайхискер киоска лотерея билечӗ кайса туянма ирӗк ыйтнӑ, лешӗ килӗшнӗ.

Анчах хайхи арҫын тарма шутланӑ-мӗн. Колони ӗҫченӗ ҫумра ҫуккипе усӑ курса вӑл куҫран ҫухалнӑ. Анчах нумайлӑха мар – ӑна тепӗр кунхинех тытса чарнӑ. Колони ӗҫченне вара куншӑн лекнӗ - ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.

Палӑртмалла: айӑпланакан ҫак ҫын колонирен унччен те тарнӑ. Халӗ унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 4 ҫул те 8 уйӑх ларма тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62784
 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унпа пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулнӑ Сергей Анисимов («Тасатакан биологи сооруженийӗн» экс-директорӗ) тата «Ордер» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Ольга Филиппова та суд сакки ҫине ларнӑ.

Судья Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Унӑн кунсӑр пуҫне 3 ҫул патшалӑх тата муниципалитет службинче должноҫ йышӑнма юрамӗ. Анисимовпа Филипповӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Палӑртмалла: прокурор Аврелькина колоние 6,5 ҫуллӑха ӑсатма, 500 пин тенкелӗх штрафлама ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62673
 

Республикӑра
unian.net сайтри сӑн
unian.net сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна пӑшал тытса пуҫтахланнӑшӑн айӑпланӑ. Суд ӑна 2,5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.

Палӑртмалла: ӑна 2006 ҫулта та айӑпланӑ, ун чухне ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн 12 ҫуллӑха хупнӑ. Колонирен вӑл 2017 ҫулта тухнӑ.

Хальхинче вара арҫын пуҫтахланнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ҫӗрле ӳсӗр пулнӑ, кӳршӗ яла килнӗ те пӗлӗшӗсене ҫурчӗн чӳречисенчен сунар пӑшалӗнчен пеме пуҫланӑ. Юрать-ха, арҫын никама та амантман, чӳречесене ҫеҫ ҫӗмӗрнӗ.

 

Республикӑра
Айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби танӑ сӑн
Айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби танӑ сӑн

Юсанмалли 9-мӗш колонире ларакан арҫынсен хушшинче «Снежные фантазии» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Халӗ ав унта илемӗ кӳлепесем вырӑн тупнӑ. Вӗсене айӑпланнӑ ҫынсем юртан, пӑртан ӑсталанӑ.

Арҫынсем Раштав уявӗ тӗлне тӗрлӗ кӳлепе ӑсталанӑ: йытӑсем, Хӗл мучи, сӑнчӑрта ларакан анчӑк… Ҫавӑн пекех колони территорине Ирӗклӗх статуйи илем кӳрет халӗ.

Кӳлепесене чӑннипех те илемлӗ тунӑ. Ҫакӑ жюри пайташӗсене те тӗлӗнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 30

1918
108
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ