
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта танго фестивалӗ иртӗ. «Tango-Fest» пӗтӗм тӗнчери IV фестиваль Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Мероприяти 19 сехетре пуҫланӗ. Унта аргентина ташшине юратакансем кайса курма пултараҫҫӗ. Фестивальте чӑннипех те хӗрӳ ташӑсем пулӗҫ, ӑста артистсем сцена ҫине тухӗҫ. Танго урлӑ вӗсем чун хӗрӳлӗхне кӑтартса парӗҫ. Ҫакӑ алӑ-ура хусканӑвӗнче ҫеҫ мар, пит-куҫ вылявӗнче, куҫра та витӗр курӑнса тӑрӗ.
Пӗтӗм тӗнчери фестивале кӑҫал Астор Пьяццолла ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл — XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи композитор, танго нуэво стиле пуҫарса яраканӗ.
Фестивале Илья Алексеев аккордеонист, «NUAR orchestra» ансамбль тата «Salon del Tango» ушкӑн ташӑҫисем хутшӑнӗҫ.

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри хор фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем Трактор тӑвакансен культура керменне (унта республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин регионти уйрӑмӗпе пӗрле Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ирттернӗ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек фестивале пирӗн республикӑра 13-мӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче унта тӑватӑ категорири коллективсем хутшӑннӑ: ача-пӑча, клубпа кану ҫурчӗсенчи хӑй тӗллӗн вӗреннӗ аслисен ушкӑнӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсенчи ачасен тата аслисен ушкӑнӗсем.
Сцена ҫине 14 муниципаллӑ округпа 2 хуларан килсе ҫитнӗ, пурӗ 600 ытла ҫынлӑ 30 коллектив тухнӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, «Его величество Гобой!» концерт кӑтартӗҫ. Ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Анатолий Любимова хисеплесе хатӗрленӗ. Музыкант пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ.
Программӑна классика музыкин шедеврӗсенчен хатӗрленӗ. Вӗсем пурте — гобой валли тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑ-кӗвӗ. Концерт музыка ӑстине сума сунине, унӑн пултарулӑхне хакланине тата сума сунине кӑтартса пама тивӗҫ.
Сцена ҫине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗсем, студенчӗсем тата ку вӗренӳ заведенийӗнче тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Алексей Гурьев (гобой), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева (гобой), Ирина Никитина (гобой), Татьяна Иванова (флейта), Николай Кадыков ертсе пыракан симфони оркестрӗ. Мускаври хӑнасем те пулӗҫ.

Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫисем артисткӑн юбилей концертӗнче пулнӑ иккен.
Августа Уляндина — ӑста юрӑҫ, педагог, пултаруллӑ композитор, вӑл «Ярды» ушкӑна йӗркелесе янӑ.
Ӑна Элтепер «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Ӗнер, нарас уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑван ҫӗршыв кӗввисем» концрет иртнӗ. Ӑна Чӑваш музыкин республикӑри XV фестивальне ирттерне май йӗркеленӗ.
Концерта тӑван халӑхӑмӑрӑн нумай енлӗ культура эткерлӗхне хисепленине палӑртса хатӗрленӗ.

Чӑваш Енре ку ҫула Халӑхсен туслӑхне халалланӑ. Ҫулталӑка нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ.
Мероприяти Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Унта республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех наци тумӗсен куравӗ пулӗ, кунсӑр пуҫне тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ йӗркелӗҫ. «Сувар», «Дети гор», «Эрзянка», «Адана» тата ытти халӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, «Пирӗн юрӑсем» концерт иртӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх культура институтӗн концерт залӗнче пулӗ. Программӑна Чӑваш Енри композиторсен организацийӗн 85 ҫулхине халалланӑ.
Концертра аслӑ ӑрури тата хальхи вӑхӑтри композиторсен хайлавӗсем янӑрӗҫ: Василий Воробьёвӑн, Федор Павловӑн, Григорий Хирпӳн, Герман Лебедевӑн, Александр Васильевӑн, Александр Осиповӑн, Лолита Чекушкинӑн.

Шупашкарти музыка училищи тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ программӑпа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13-сехетре паллашма май килӗ.
Концерта «Когда мы едины, мы непобедимы» (чӑв. Эпир пӗрле чухне пире ҫӗнтереймӗн) ят панӑ. Программӑна училищӗри преподавательсем, студентсем, унти пултарулӑх коллективӗсем йӗркеленӗ. Концерта музыка училищинче кӑтартӗҫ.

Чӑваш Енре пултарулӑх коллективӗсен «Наследники традиций» (чӑв. Йӑла-йӗркене малалла тӑсакансем) фестивальне 10 ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти культура колледжӗнчен вӗренсе тухнисем ун вӑхӑтӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, йӑла-йӗркене тытса пынипе те паллаштараҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче юбилейлӑ тӗлпулу иртнӗ. Ӑна колледжӑн 80 ҫулхине, институтӑн 25 ҫулхине халалланӑ. Программӑна 29 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем юрласа ташланӑ, оркестрсемпе хорсем те пулнӑ, вокал ушкӑнӗсемпе театр студийӗсем те сцена ҫине тухнӑ. Асӑннӑ коллективсен ертӳҫисем пурте — унччен культура колледжӗнче вӗреннӗ ҫынсем.

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура кременӗнче «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) уяв программи кӑтартнӑ. Ӑна кинемисемпе мучисен кунне халалланӑ.
Ҫав кун сцена ҫине вокалӑн «Бэби-шлягер» эстрада студине, «Этуаль» хореографи студине, эстрада ташшин «Солнцеклеш» коллективне, «Суварята» ташӑ ансамбльне ҫӳрекенсем вокал тата хореографи номерӗсемпе тухнӑ.
Унсӑр пуҫне Владимир Егоров, Валентина Телей, «Икӗ аккорд» дуэт, Зоя Кириллова тата Григорий Павлов, Анастасия Власихина, Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «БеЛаРа» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
