Илемлӗ пулас тесе хӑшӗ-пӗри укҫасӑр тӑрса юлать. Тӳлевсӗр косметика процедурине килеҫҫӗ те кредит илсе тухса каяҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем 80 пин тенкӗлӗх косметика туянаҫҫӗ. Ку — серепе. Процедура тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсене уйрӑм пӳлӗме илсе каяҫҫӗ. Лешсем гипноз тунӑ евӗр хыҫран утаҫҫӗ. Калаҫсан хӗрарӑмсем хӑйсем те сисмеҫҫӗ — кредит килӗшӗвне алӑ пусаҫҫӗ.
Клиентсене телефонпа шӑнкӑравласа тупаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне конкурсра выляса илнӗ, ҫавна май тӳлевсӗр процедура тума май пур тесе суяҫҫӗ. Кредичӗсене кайран темиҫе ҫул тӳлеҫҫӗ.
Кун пирки тӗнче тетелӗнчи канашлусенче те ҫыраҫҫӗ. Анчах, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, косметикӑна каялла тавӑрса пама юрамасть. Кунашкаллисенчен шар курнисем Раҫҫейре — ҫӗр-ҫӗр. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ку ултав пулнине ӗнентерме йывӑр.
Тӗнчери лару-тӑру ҫивӗчленсен, банксем кредитсен проценчӗсене ӳстерсен халӑх самаях аптӑраса ӳкрӗ. Ара, нумайӑшӗ пурӑнмалли ҫурта кредитпа ҫеҫ туянаять-ҫке-ха.
Патшалӑх ку ыйтуран айккинче юлман. Влаҫ антикризис планӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре ҫурт-йӗр илмелли майсене лайӑхлатнӑ. Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа банксем ипотека кредитне 13 процентлӑ ставкӑпа пама тытӑнӗҫ.
Постановление Дмитрий Медведев премьер-министр пушӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ипотека кредичӗн ставки 13 процентран ытларах пулмалла мар.
Документра ҫӗршыври макроэкономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ май ипотека кредитне илес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине палӑртнӑ. Ку йышӑну пӗрремӗшле рынокра туянакан ҫынсене пырса тивет.
Пӗлтӗр банксем ипотека кредитне вӑтамран 12,5 процентпа панӑ. Юлашки вӑхӑтра вара хӑшӗ-пӗри 20 процентпа сӗннӗ. 13 процентлӑ ставка тумашкӑн РФ Финанс министерстви укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшӗ. Ку 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен пулӗ.
