Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.2 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӑларӑмсем

Республикӑра

Чӑваш эстрада юрӑҫи Аида Великова «Давай, поженимся» кӑларӑма хутшӑнни, вӑл суя амӑшӗн рольне выляса ертӳҫӗсене улталайманни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 25 ҫулти Федор, хӑйне миллионер текенскер, кӑларӑма «амӑшӗпе» Аида Великовӑпа килнӗ. Анчах суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ, ҫавӑнпа кӑларӑм ертӳҫӗсем студирен тухса кайнипе вӗҫленнӗ.

Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн Аида пӗр сӑмах та шарламан. Ӗнер вӑл чӑтайман – «Инстаграм» халӑх тетелӗнче хӑйӗн шухӑшне ҫырнӑ, кӑларӑм редакторне хӑйне сутнӑшӑн айӑпланӑ.

«Эпӗ мана сценарипе панӑ роле ҫеҫ вылярӑм! Сценарипе харпӑр пурнӑҫа пӑтраштармалла мар! «Давай, поженимся» кӑларӑмра чӑн-чӑн историсем ҫуккине тепӗр хутчен ӗнентӗм». Йӑлтах – суя, рейтингшӑн ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Хӑйсен совеҫӗ ҫинче юлтӑр. Ман пата Мускавран 3 уйӑх шӑнкӑравларӗҫ, ӳкӗтлерӗҫ… Вӗсене витӗмлӗ, малалла талпӑнакан ҫын кирлӗ пулнӑ, вӗсем ӑна куҫа мӑчлаттармасӑр таптаса хураҫҫӗ. Хама тата ҫывӑх ҫынсене хӳтӗлес вырӑнне ют ҫынсене хӳтӗлеме тиврӗ. Ку та сценарий… Манпа усӑ курнӑ продюсер центрӗ тата ҫав продюсер хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ пуль тетӗп. Ҫав ҫыннӑн тата ҫав ҫынсен малашлӑхра мӗн пулнине вӑхӑт кӑтартӗ, йӑлтах хайӗн вырӑнне ларӗ», - ҫырнӑ Аида хӑйӗн страницинче.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50386
 

Персона

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Иван Петухов «Пятница» телеканалпа кӑтартакан «Орел и Решка» кӑларӑма ертсе пырасшӑн, ҫавна май вӑл ертӳҫӗсен конкурсне хутшӑнать.

Кӑларӑма лекме пӗрре те ҫӑмӑл мар. Ҫапах 22 ҫулти Ваня конкурса хутшӑнакан 800 ҫын йышне лекнӗ.

Палӑртса хӑварар: «Орел и Решка» - ҫулҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм.

Чӑваш Ен каччине кӑларӑма лекме эсир те пулӑшаятӑр. Уншӑн сасӑламашкӑн май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курса хӑвӑрӑн сасса уншӑн пама пултаратӑр: https://www.youtube.com/watch?v=IPTfUmNV-8U. Видео айне «лайк» пусмалла.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре НТВ телеканалпа «Пирӗн патра выляса илеҫҫӗ» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта 288-мӗш «Ҫурт-йӗр лотерейине» выляттарнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫынна лотерейӑра питех те ӑннӑ. Тӑваттӑмӗш турта пирӗн республикӑра туяннӑ икӗ билет вылянӑ. Телеертӳҫӗсем вӗсем тинӗс хӗрринче хваттер выляса илнине пӗлтернӗ.

Сӑмах май, хальхинче лотерейӑра 10 хваттер тата суперпарне выляттарнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уй ӑхӗнче те Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50255
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри Анастасия Скрябина «Что? Где? Когда?» кӑларӑм вӑйӑҫисене ыйту парса 50 пин тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Лешсем унӑн ыйтӑвне тӗрӗс хуравлайман.

Ҫӗнӗ Шупашкар пики вӑйӑҫӑсене 1921 ҫулти сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ, унта пралуклӑ алӑ тупанне сӑнланӑ. «Унта кӑтартнӑ япалана паян эпир мӗнле калатпӑр?» - ҫапла ыйтнӑ телеертӳҫӗ.

Вӑйӑҫӑсем тӗрлӗ шухӑш пӗлтернӗ: алӑ тупанӗ – светофор, алӑ типӗтмелли хатӗр. Анчах кусем – тӗрӗс мар. Кунашкал алӑ тупанӗ ниҫта та каймалла маррине пӗлтерет-мӗн. Ку палла автомобиль ҫине ҫирӗплетнӗ, тормоза пуссан вӑл хӗрлӗ тӗспе ҫутатнӑ. Вӑйӑҫӑсем тӗрӗс мар хуравланӑшӑн Чӑваш Ен хӗрне 50 пин тенкӗ панӑ.

Палӑртмалла: Анастасия Скрябина студентка «Что? Где? Когда» кӑларӑм вӑйӑҫисене унччен те ыйту панӑ. Ун чухне те вӑл укҫа выляса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50239
 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан Ксения Глунцова каллех «Давай поженимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӳкерӳ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл хӑҫан эфира тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Ксения унта улттӑмӑш ҫул ӗнтӗ хутшӑнать.

Хальхинче Ксения виҫӗ хӗртен пӗри пулнӑ. Шел те, Феодосирен килнӗ каччӑ ӑна мар, Мускавра пурӑнакан ачаллӑ хӗрарӑма суйланӑ. «Эпӗ пӑшӑрханмастӑп. Хамӑн шӑпана тӗл пуласса ӗненетӗп», - тет Ксения Глунцова.

Ксюша каланӑ тӑрӑх, кӑларӑм ертӳҫи Лариса Гузеева ӑна ҫӗнӗ сӑмса парнелесшӗн. Ксюша вӑрӑм сӑмсаллӑ пулнӑшӑн пӑшӑрханать. «Халӗ эпӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухатӑп, анализсем паратӑп. Ҫурла уйӑхӗччен, «Давай поженимся» кӑларӑм юбилейӗ тӗлне, эпӗ питӗ хитре пуласса шанатӑп», - ҫапла каланӑ Ксюша.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49879
 

Раҫҫейре

Ӗнер «Что? Где? Когда?» (чӑв. Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?) кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта хутшӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан студенткӑн ыйтӑвне хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеше 50 пин тенкӗ лекнӗ.

Анастасия Скрябина вӑйӑҫӑсене спортпа ҫыхӑннӑ ыйту панӑ. Вӗсене 1930-мӗш ҫулсенчи сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ. Унта манекенщица пулнӑ. Вӑл пилӗкӗ ҫумне хӑйне евӗр ункӑ (обруч) ҫирӗплетнӗ. Ҫав ункӑпа мӗн тӗллевпе усӑ курнӑ-ши? Ҫакнашкал ыйту пулнӑ.

Вӑйӑҫӑсем икӗ вариант пирки шухӑшланӑ. Пӗрремӗшӗ: вӑл ишнӗ чухне кирлӗ пулнӑ. Иккӗмӗшӗ: ункӑ юбкӑна кӑпӑшкарах кӑтартнӑ. Вӑйӑҫӑсем пӗрремӗш варианта суйланӑ.

Анчах вӗсем йӑнӑшнӑ. Унка (обруча) конькипе ярӑнакансем тӑхӑннӑ-мӗн. Вӑл пӑр тӑрук катӑлсан шыва анса кайма паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48403
 

Апат-ҫимӗҫ

НТВ телеканалпа пыракан «Поедем, поедим!» (чӑв. Каяр, ҫиер!) кӑларӑма Шупашкарта ӳкересшӗн. Кулинари кӑларӑмӗн ӳкерӗвӗ пуш уйӑхӗн 11-14-мӗшӗсенче иртӗ.

Аслӑ Британи ҫынни, вӑлах кӑларӑм ертӳҫи тата филолог Джон Уоррен куракансене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарасшӑн. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑларӑмра наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеҫҫӗ.

Ӳкерӳ ушкӑнӗ кулинари «ҫапӑҫӑвӗ» ирттерме, хӗллехи велосипедпа ярӑнма, хулари музейсене, арҫынсен мӑнастирне, «Амазони» этнокомплекса, «Ясна» этноэкологи ялне ҫитме палӑртнӑ.

Сӑмах май, ҫак кунсенче Джон Уоррен Йошкар-Олара пулнӑ.

 

Раҫҫейре

Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Голос» проектра пирӗн ентеш Алла Меунаргия «Нокауты» тапхӑрта тупӑшӗ.

Авӑн уйӑхӗнче вӑл проекта хутшӑнса итлев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Ун чухне Алла «Зима в сердце» юрра шӑрантарнӑ. Шоун тепӗр тапхӑрӗнче вӑл вокал енӗпе Эка Джанелидзепе тупӑшнӑ. Жюри пайташӗ Пелагея Аллӑна суйланӑ.

Алла проекта хутшӑнсан сӑн-сӑпатне улӑштарнӑ: ҫӳҫне кастарнӑ, ҫутатнӑ. Паян пирӗн ентеш каллех тупӑшӑва тухӗ. Хальхинче вӗсем виҫҫӗн тухӗҫ, кашниех пӗрер юрӑ шӑрантарӗ. Юрӑҫсенчен иккӗшӗ ҫеҫ тепӗр тапхӑра лекейӗҫ.

Алла паян хӑйне епле кӑтартӗ? Ҫакна 21.30 сехетре телевизор умне вырнаҫсан пӗлме пултаратӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46285
 

Раҫҫейре

Шупашкарти пӗр каҫхи клубра вилнӗ ҫамрӑк арҫын пирки Пӗрремӗш канал сюжет ӳкернӗ. Кун пирки «Мужское\Женское» кӑларӑмра кӑтартӗҫ.

Александр Гордон тата Юлия Барановская ертӳҫӗсем эфира Александр Комиссаровӑн тӑванӗсене – амӑшне Ольгӑна тата пиччӗшӗпе арӑмне Алексейпа Ольгӑна – чӗннӗ.

Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи клубра ҫамрӑк арҫын вилнӗ. Ҫавна май унти хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Сашӑн 40 кунхи пулнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем Мускава кӑларӑмра ӳкерӗнме кайнӑ. Ольга Комиссарова каланӑ тӑрӑх, ӳкерӳ 1,5 сехете тӑсӑлнӑ. Сашӑн тӑванӗсем кӑларӑма пӗр хӑрамасӑр ӳкерӗнме килнӗ ҫынсене тав тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44800
 

Тӗн
Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсенчен пӗри
Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсенчен пӗри

Чӑваш Енӗн Наци радиовӗ Екатеринбургри ҫветтуй вырӑнсемпе паллаштарать. Радиокӑларӑма республикӑн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйӗн сайтӗнче ӗнер анонсланӑ.

Екатеринбругри ҫветтуй вырӑнсем пирки каласа кӑтартакан ярӑмри кӑларӑмсенчен пӗри эфира ӗнер, 18 сехет те 20 минутра, тухнӑ.

Асӑннӑ тӑрӑх мӗнпе палӑрса тӑнине те анонсра тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Турра ӗненекенсем пуҫтарӑнакан вырӑна Наци радиовӗн аслӑ редакторӗ, православи программисен авторӗ Роза Деменцова паломниксемпе пӗрле иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫитсе килнӗ.

Аякра курни-илтнипе радиожурналист «По святым местам Екатеринбурга» (чӑв. Екатеринбургри ҫаваплӑ вырӑнӗсемпе) ярӑм йӗркелесех паллаштарма тытӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 16

2007
19
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем