Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: палӑксем

Культура

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ҫумӗнче ҫитес ҫулсенче «Ҫӗнтерӳ чиккисем» парк» мегапроект пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ҫапла майпа, Олег Алексеевич пӗлтернӗ тӑрӑх, мемориал концепцине малалла аталантарӗҫ. Унта ҫӗнӗ экспозици тӑвӗҫ, часавай хӑпартӗҫ, усӑ курман ҫар техникине вырнаҫтарӗҫ.

Аса илтерер: «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориала 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене халалланӑ мӗнпур палӑка юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов Атӑш леш енне ҫитсе палӑксем мӗнле лару-тӑрура пулнипе паллашнӑ. Вӑл вырӑнти пуҫлӑхпа тӗл пулса ку ыйӑва сӳтсе явнӑ. Палӑксене ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫӗнетме тытӑнӗҫ те ҫу уйӑхӗччен вӗҫлӗҫ.

Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем палӑксен инвентаризацине тунӑ. Халӗ хула пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутлаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

1 пин тенкӗллӗ банкнота ҫинче Шупашкарти Анне палӑкӗ пулма пултарассине, сасӑлав пыни пирки пӗлтернӗччӗ.

Ҫапаз Анне палӑкӗн ҫӗнӗ укҫа ҫине лекес шанчӑк пур. Вӑл 17348 сасӑ пухса чи нумай сасӑ пухнӑ 10 паллӑ вырӑн йышне кӗнӗ. Укҫа ҫине мӗн ӳкерессине Раҫҫей банкӗн тата Госзнӑкӗн ӳнӗрҫисем йышӑнӗҫ.

Сасӑлавра «Метеор» теплоход, Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ, Сарӑтури Атӑл урлӑ хывнӑ автомобиль кӗперӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Республикӑра
kprf121.ru сайтри сӑн
kprf121.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри коммунистсем Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Хурапыр ялӗнче Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орден кавалерӗн Ефим Николаевич Дадюковӑн килӗ умне лартнӑ.

Бюста Николай Шемякин скульптор Дадюков мӑнукӗн укҫипе хатӗрленӗ. Округри коммунистсем те пулӑшу кӳнӗ.

Сӑмах май, Сталинӑн тепӗр бюсчӗ Канаш округӗнчи Вӑтапуҫ ялӗнче пур. Вӑл Шемякин килӗ умӗнче вырнаҫнӑ.

 

Хулара
Палӑк вырӑнӗн проекчӗ
Палӑк вырӑнӗн проекчӗ

Совет Союзӗн Паттӑрне Александр Боголюбова халалланӑ палӑка Шупашкарта ӑҫта лартассине 4 ҫул каялла сӳтсе явнӑ. Халӗ вырӑн тупӑннӑ: ӑна Суту-илӳ ҫурчӗ умне лартасшӑн.

Хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне 10 вырӑна пӑхса тухнӑ. Юлашкинчен Суту-илӳ ҫурчӗ патӗнче чарӑннӑ. Унтах пӗчӗк свкер тӑвасшӑн.

Палӑртмалла: Александр Боголюбов Шупашкарта 1900 ҫулта ҫуралнӑ.

 

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш Улӑпӗ И.Я.Яковлев ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, Шупашкарта патриархӑмӑр палӑкӗ умне чечек хунӑ.

Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Ӗнер Шупашкара тепӗр чӑваш Улӑпӗ Иван Казанков килсе ҫитрӗ.

Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнипе пӗрлех ЮТВ телеканал валли «Ҫынсем. Ҫулсем. Еткерлӗх» — «Люди. Годы. Наследие» кӑларӑм ӳкертӗмӗр, И.Я.Яковлев палӑкӗ умне пуҫ тайса чечек хутӑмӑр… Наци радиовӗнче вара хӑйнеевӗрлӗ марафон иртрӗ – 2 сехете яхӑн тӳрӗ эфирта Иван Казанков ентешӗмӗр-мухтавӑмӑр пулчӗ…», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.

 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-79376298_7166 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall-79376298_7166 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче ҫак уйӑхра чӑваш эпосӗнчи сӑнарсене вырнаҫтарнӑ.

Вӗсене Мускав ҫыран хӗрринче тата кӳлмек тавра лартса тухнӑ.

Ҫав сӑнарсем — чӑваш эпосӗнчен ҫеҫ мар, юмахсенчен те, литературӑран та.

Пурӗ 6 пӗчӗк кӳлепе. Вӗсенчен пӗри — мӑшӑрлӑ.

Вӗсен историйӗпе паллашас тесен кӳлепе патӗнчи qr-кода смартфон камерипе ӳкерсе илмелле ҫеҫ.

 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарта Президент бульварӗнче унччен банк пулнӑ вырӑнта ҫӗнӗ арт-объект лартнӑ. Вӑл кукша пуҫ евӗрскер, анчах унта - алӑ тупанӗсем. Тӗпӗ - гранитран. Ун ҫине ырӑлӑх пирки чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ.

Арт-объект авторӗ - Мускаври скульптор, Пӗтӗм тӗнчери ырӑлӑх академийӗн президенчӗ Григорий Потопцкий. Унашкал арт-объектсене 35 ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Тинӗс ҫар флочӗн кунӗнче, Аслӑ Пӑла Тимешре моряксене асӑнса палӑк уҫнӑ.

Ӑна Елчӗкри ветеран-моряксен канашӗ пуҫарнипе уҫас тенӗ. Палӑка уҫма Елчӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, тинӗс-ҫар флочӗн ветеранӗсем, Аслӑ Пӑла Тимешре пурӑнакансем, чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем моряксен сумне пысӑка хурса сӑмах каланӑ, уяв ячӗпе саламланӑ.

 

Персона
Чӑваш Енри профессионал писательсен ушкӑнӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри профессионал писательсен ушкӑнӗнчи сӑнӳкерчӗк

Хӗрӳ чунлӑ Ҫеҫпӗл Мишши ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти унӑн палӑкӗ умӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пуху иртӗ. Ӑна вилӗмсӗр Ҫеҫпӗлӗмӗре асра тытса йӗркелӗҫ.

Мероприяти 9 сехетре пуҫланӗ.

Аса илтерер: Канаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗ 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та